ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн турнир тата Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртрĕ

Паян Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче çăмăл атлетика енĕпе ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир тата Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртрĕ.

Старта тĕрлĕ регионтан килнĕ 900 ытла спортсмен тухрĕ. Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский, ЧР спорт министрĕ Михаил Богаратов, Олимп чемпинки Елена Николаева, сумлă ытти хăна хутшăнчĕ. Михаил Васильевич Чăваш Енре пурăнакансем мĕн ĕлĕкрен çăмăл атлетикăпа туслă пулнине, спорт шкулĕсĕнче вун-вун çамрăк ăсталăха туптанине, спорт пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, ялан хавхалануллă пулма пулăшнине палăртрĕ.

Спортсменсем тĕрлĕ дистанцисенче чупассипе, йĕтре тĕртессипе, шăчăпа сикессипе тата ыти енĕпе тупăшрĕç. Ăмăртура Чăваш Ен спортсменĕсем те аван кăтартусемпе палăрчĕç. Анжелика Сидорова (шăчăпа сикесси), Роман Георгиев (хăвăрт утасси), Сергей Петров 3000 м, Екатерина Ишова 3000 м тата ыттсем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчеç.

Юрий БОРЗАКОВСКИЙ:

- Раççей атлечесем кашни çулах çĕнĕ сезона Чăваш Енре пуçлаççĕ. Пĕрремĕш ăмăртури результатсем малашнехи турнирсенче пысăк çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ. Ку ăмăртура паллă спортсменсемпе пĕрлех çамрăксем вăй виçеççĕ. Çакă вĕсен асталăхне аталантарма, аслисенчен тĕслĕх илсе çĕнтерÿ патне ăнтăлма май параççĕ.

www.hypar.ru

Андрей Михайлов

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас