«Читлĕхри шăпчăк юрламасть»

13 Ака, 2017

Мăнкун çывхарнине шута илсе çынсене чун тĕлĕшĕнчен аталантарас енĕпе ĕçлекенсем — Канаш тата Тăвай епархине ертсе пыракан Стефан Владыка, Чăваш Енри тĕрмесенчи чиркÿсемшĕн яваплă Алексей Павлов протоиерей тата 6-мĕш округ благочиннăйĕ Иоанн Николаев иерей — Куславккари хĕрарăмсен 5-мĕш юсанмалли колонийĕнче пулчĕç, литурги ирттерчĕç. Кунти Турă Амăшĕн Владимирти сăнне асăнса лартнă чиркĕве айăпа кĕнĕ хĕрарăмсем нумаййăн çÿреççĕ. Хальхинче те вĕсем службăна чылаййăн хутшăнчĕç.

«Анне, эсĕ кулсан пĕтĕм тĕнче кулать…»

— Мĕн эпир? Кунта киличчен кĕлĕ тума та пĕлмен вĕт. Тавах Турра, çакăнта нумай вуларăмăр, нумай вĕрентĕмĕр. Иртнĕ служба хыççăн çеç-ха Турăпа калаçнă чухне амăшĕн сăмахĕ, амăшĕн кĕлли океан урлă та илтĕнни çинчен сăмахларăмăр. Çапла пулмалла та ĕнтĕ. Пирĕнсĕр, амăшĕсемсĕр, пуçне кам чунран пăшăрханĕ вĕсемшĕн? Эпир çеç ывăл-хĕршĕн темĕн тума хатĕр, — терĕ калаçăва хутшăннă Светлана Захарова /ятне улăштарнă/. Вăл кунта иккĕмĕш çул ларать. Захаровăн 4 ача, кĕçĕннисем 11 тата 13 çулсенче. Амăшĕ чирлĕ, упăшки килсе çӳремест. Аслă хĕрĕ, Мускавра вĕренекенскер, Çĕнĕ çул умĕн Шупашкара килме тухсан аварие лексе вилнĕ. 2 çулти ачи тăлăха юлнă. Çавăнпа самантлăха та лăпланаймасть хуйхă тӳснĕ амăшĕн чĕри. Ĕçрен пушă вăхăтра ăна ялан чиркӳре курма пулать.

— Аслă хĕре пытарнă хыççăнах пĕчĕккисем «свиданкăна» виçĕ кунлăха килчĕç. Ах, ачашланчĕç, çывăрнă чухне мана варрине вырттарса хăйсем икĕ енчен йăпшăнчĕç, çӳçĕмпе вылярĕç, пуçа, пит-куçа çупăрларĕç, çепĕç сăмахсем каларĕç. Епле асаплантарать иккен тĕрме! Ачисене те, амăшĕсене те… — куççульне пытармарĕ Света.

«Свиданкăран» кайсанах 13-ри Ярослава амăшĕ патне çакăн пек çыру çырнă: «Аннеçĕм, сана курманни шăп та лăп çур кун иртрĕ. Тунсăхлама тытăнтăм. Эсĕ килте пулассине çеç кĕтсе ларатăп. Хăçан çитĕ-ши пирĕн валли савăнăç? Пурнăçри чи ырă та чи хаклă çын эсĕ маншăн. Эсĕ кулсан пĕтĕм тĕнче кулать, эсĕ макăрсан каллех тĕнче макăрать. Мĕнле хитре-çке эсĕ, анне! Сăрлансан та, сăрланмасан та. Манăн сана хыттăн ыталаса чуп тăвас килет».

Ярослава конверт ăшне амăшне халалланă сăвă та чикнĕ:

«Много мам на белом свете,

Всей душой их любят дети.

Только мама есть одна,

Всегда дороже мне она.

Кто она? Отвечу я:

Это мамочка моя.

Ан йĕр, анне. Санăн Ярославу».

Унтах — тепĕр çыру. Чулхулара вĕренекен Алена çырнă ăна: «Тунсăх пуссан пирĕн çырусене кăлара-кăлара вула. Сана питĕ юрататпăр, чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Пăшăрханма кирлĕ мар: пурте пĕрле чухне эпир мĕн пур хуйха çĕнетпĕр». Вăл та амăшне сăвă парнеленĕ.

— Тĕнче пăсăлнă, ăру та урăхла ӳсет тетпĕр. Тĕрĕс мар ку. Ав мĕнле пуян чун-чĕреллĕ ачасем çитĕнтерме пултарнă эсĕ, Светлана. Çепĕçлĕх, çынлăх, пысăк юрату палăрать вĕсенче, — терĕм ăна куçĕнчен юхакан çап-çутă тумламсене шăлса. — Ан пăшăрхан, часах киле кайăн…

Тĕрме çыннăн пурнăçĕнче калама çук тарăн йĕр хăварать. Аслă вăрçă пекех вăл: тăвансен, çывăх çынсен хутшăнăвĕсене, сана çынсем епле хисепленине, камăн мĕнле кăмăл пулнине тĕрĕслет. Укçа парса татманшăн хĕрарăма тĕрмене лартни тăшманĕсене питĕ кирлех пулнă-ши? Темиçе хутчен те вуланă статья асăма кĕчĕ.

«Юлташсем патне хăнана-и? Малтан укçа тӳлеччĕр…» «Звезды» журналта çак ятпа тухнă статьяра Лариса Гузеева телеертӳçĕ çапла çырнă: «Ларочка! Манăн паян çуралнă кун /е юбилей, е туй/. Кил, тархасшăн, юрласа пар. Тĕлĕнтер хăвăн пултарулăхупа, атту эпĕ пурин умĕнче те санпа лайăх хутшăнса пурăнни пирки мухтантăм, — шăнкăравласа калаççĕ пĕлĕшсем. Кун пекки юлашки вăхăтра час-часах пулать. Тӳрех хамăн нушаллă тапхăрсене аса илетĕп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче мана çав тери йывăр лекрĕ. Укçа ĕçлесе илме май çук, выçă ларнă самант пĕрре мар пулнă. Чи пăшăрханмалли, кӳренмелли вара çакă — мĕн пур юлташ, пĕлĕш инкеке лекнĕ çынран пăрăнни! Никамран пулăшу ыйтма çукчĕ. «Ăнманскертен» пурте таратчĕç. Тарăн лачакаран, аран-аран пулин те, хамах çăлăнса тухрăм. Халĕ мана, мухтанмасăрах калатăп, «Раççей çăлтăрĕ» теççĕ. «Туссем» те тупăнчĕç, хăнана чĕнеççĕ те чĕнеççĕ. «Пыратăп сирĕн пата, — хуравлатăп эпĕ. — Анчах укçалла». Çийĕнчех мĕн чухлине калатăп. Ку — манăн тавăру. Пурнăçра пуриншĕн те явап тытмалла. Тӳлемелле. Сутăнчăк юлташсемпе вара уйрăмах асăрхануллă пулмалла».

Инкек е ăнсăртран сиксе тухнă пăтăрмах кăна этемĕн куçне сасартăк уçать. Ун чухне вара этем хăй ăçта лекнине курса тĕлĕнет. Хăранипе нимĕн тума та пĕлмест. Çакăн пек чухне çухалса кайнă çынна алă парас, ăна йывăрлăхран туртса кăларас вырăнне ахаль те хуйха кĕрсе ӳкнĕскере тата хăрушăрах инкек сунса тĕпсĕр çырмана тĕртсе яма хатĕр çынсем тупăнаççĕ. Ӳкекене пăхса тăрсах тытса чармаççĕ.

Икĕ упăшкине пахчара пытарнă

Светланăпа калаçнă вăхăтра чиркĕве пенсионерсен отрядĕнчи Зинаида Болошова /ятне улăштарнă/ кĕчĕ. Судран таврăнать иккен вăл. Суд тенĕрен, тĕрмере ларакан хĕрарăмсен заявленийĕсене Куславкка районĕн сучĕ вырăна çитсе пăхса тухать. Ку, паллах, пуриншĕн те меллĕ. Чылай чухне ристансем заявление хăйсемсĕрех татса пама ыйтаççĕ. Зинаидăн срокĕ пысăк, çавăнпа ăна хăйне чĕннĕ. 9 çул ларнăскерĕн УДОпа кайма вăхăт çитнĕ. Суд ларăвĕсене колонирех, администраци çуртĕнче, ирттереççĕ. Ытларах вĕсене ирхи 9 е кăнтăрла иртни 1 сехете палăртаççĕ.

— Тата тепĕр çынна качча тухса ăна вĕлерместĕн-и? — тесе ыйтрĕ манран прокурор, — савăнăçне пытараймасăр, кулса каласа пачĕ 58 çулти хĕрарăм. — Ячĕç вĕт мана, ячĕç, киле каймалла турĕç, — ниçта кайса кĕмелле мар хĕпĕртерĕ Зинаида. — Тухăп-ха, анчах мĕнле пурăнмалла унта — ирĕкре? Çухалса кайăп пулĕ. 9 çул контролерсен куçĕнчен пăхса пурăнтăм-çке. Ăçта, хăш еннелле каймаллине те пĕлместĕп…

Зинаида упăшкине вĕлерсен çурт хыçĕнчи пахчара шăтăк чавса пытарнă. Кашни кун çав вырăнтан утса çӳренĕ. Часах тепĕр хутчен качча тухнă, çĕнĕ упăшкипе 6 çул пурăннă. Каллех хирĕçӳ пуçланнă, каллех… мăшăрне вĕлернĕ. Çав вырăнах, пĕрремĕш упăшки выртакан шăтăках, пытарнă ăна. Çын çухалнине пĕлсен йĕрке хуралçисем шырама тытăннă, пĕри çав хитре мар вырăнта темĕскер пуррине сиснĕ. Кĕреçе илсе чавма тытăннă, пăхать — çыннăн шăмми-шакки… Экспертиза маларах пытарнине те, кайранхине те палăртать.

— Зинаида, кун пек ыйтнăшăн ан кӳрен, каçар. Санăн преступлени питĕ пысăк-çке-ха. Пĕрре кайсах УДО витĕр епле тухма пултартăн? — ыйтрăм унтан.

— Çĕр улми шуратма çӳрени пулăшрĕ. Килнĕренпе пĕр кун та сиктермен. Унччен фабрикăра ĕçлерĕм, яланах план тултарнă. Виçĕ çул вăраннă-вăранман столовăя тухса ут-ха, кунĕпе çĕр улми шурат. Ĕçĕ çăмăл мар вĕт…

Пиччĕшĕсем ĕмĕрлĕхех сивĕннĕ

Тĕрмене тĕрлĕ сукмакпа лекнĕ, темĕнле шăпаллă çын та пур кунта. Акă — Оксана Рыбинкова /ятне улăштарнă/. Кунта вăл 6 уйăх каялла килнĕ. Питĕ вăйлă начарланнă, утаймиех пулнă. Больницăран тухма пĕлмест.

— Йăлтах хытă куляннипе пулчĕ çакă. Асли — хĕрача, малтанхи упăшкаран. 11-те вăл. Кĕçĕнни, 5 çулти, хальхинчен. Аслă хĕрĕм ют арçынпа мĕнле пурăнать-ши тесе канăç тупаймастăп. Килсенех, çур çул, нимĕнле хыпар та илмерĕм вĕсенчен. Ухмаха тухма пулать вĕт çак вăхăтра. Халĕ кăштах лăплантăм. Вĕсем патне çыру çырса та, шăнкăравласа та тăратăп. Икĕ пичче эпĕ тĕрмене лексен манран ĕмĕрлĕхех сивĕнни çинчен пĕлтерчĕ. Намăс кăтартнă иккен эпĕ вĕсене. Çавсемпе çеç çыхăну тытмастăп, ыттисемпе йĕркеллех, — хăйĕн пирки каласа кăтартрĕ Оксана. Ăна ирĕкрен 2 çуллăха хăтарнă. — Сывлăх кăна пултăрччĕ. Унран хакли нимĕн те çук. Ирĕкре кун пек ĕçпе урăх нихăçан та аппаланас марччĕ, тĕрме мана тӳрлетрĕ çеç мар, шухăшлама вăхăт нумай пулнипе малашне çывăх çынсемпе мĕнле пурăнмаллине те вĕрентрĕ. Турăран çеç уйрăлас марччĕ, кун-çулта йăлтах йĕркеленет иккен…

Тĕрĕс шухăшсем. Кĕрешӳсĕр, малалла ăнтăлмасăр, ырă ĕмĕтсĕр пурнăçра нимĕн те пулмасть. Чăн-чăн çын пулса юлма тăрăшмалла. Хуйха парăнса пĕтмелле мар. Çакна çирĕплетме вулакансене пĕр тĕслĕх илсе кăтартам.

Вырăссен паллă юрăçи Лидия Русланова та тĕрмере ларнă. 10 çуллăха хупнă ăна, лагерьте нушаланнă. Çав çулсенче Мускава ун çинчен тепĕр элек çитнĕ: паллă юрăç çĕршыва ертсе пыракансене хурласа калаçать, вĕсене тавăрас тĕллевпе хăй тавра ушкăнсем йĕркелет имĕш. Часах ăна лагерьтен илсе тухса тĕрмене тепĕр хутчен вырнаçтарнă. 1950 çулхи çĕртме уйăхĕнче Руслановăна патшалăхшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан преступник тесе уйрăмах хăрушă преступниксен тĕрмине — пурте пĕлекен Владимир централне — хупнă. Унта унпа çакăн пек пулса иртнĕ: пĕррехинче, ытти колонири пекех, централта та пысăк концерта хатĕрленнĕ, администрацире вăй хуракансем Руслановăна сцена çине тухса юрлама ыйтнă. Тепри пулсан килĕшетчĕ пулĕ, анчах паллă юрăç: «Читлĕхри шăпчăк юрламасть», — тенĕ.

Часах Лидия Русланова тĕрмерен тухнă. Кăштах каннă хыççăн паллă юрăç сцена çинче юрлама тытăннă. Пĕрремĕш концертне Мускаври Чайковский ячĕллĕ концерт залĕнче ирттернĕ. Мероприяти пуçланас умĕн 2 сехет маларах унта машинăпа çеç мар, çуран та пыма май пулман. Ăна курас текен пин-пин çын пухăннă. Лидия Русланова сцена çине тухсан зала пуçтарăннă халăх ура çине тăрса нумайччен, çав тери нумайччен, алă çупнă. Çынсем каласа панă тăрăх, çакăн хыççăн вăл тепĕр 20 çул сцена çинче пулнă. «Валенки» юрра кашнинчех икшер, виçшер хут юрлаттарнă. Ăна япăх сунакансем, тăшманĕсем, ун çинчен хитре мар калаçса çӳрекенсем Русланова тĕрме хыççăнхи пĕрремĕш концертĕнче илемлĕ те хăватлă, мăнаçлă сассипе юрă шăрантарма пуçласан сĕлкĕшленсе, мĕскĕнленсе кайнă. «Ылтăн нихăçан та тутăхмасть», — теççĕ. Йĕркеллĕ çын нихăçан та, ниçта та пĕтмест.

Ирина ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.