Чикĕ леш енче пухнă опыт кирлĕ пулатех
Паянхи кун ют çĕршыва кайса курасси тата унта канасси нумайăшĕшĕн темĕнле пысăк кăткăслăх кăларса тăратмасть: укçа, кирлĕ документсем, вăхăт тата кăмăл çеç пулччăр. Чикĕ леш енче стажировкăра пулса професси ăсталăхне ÿстересси, унта пухнă опытпа кулленхи ĕçре усă курасси вара чылайăшĕшĕн ĕмĕт шайĕнче çеç юлать. Çапах çине тăрсан, йывăрлăхсенчен хăрамасан çак тĕллеве те пурнăçа кĕртме пулать. Акă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен 5 çамрăк нумаях пулмасть Германирен стажировкăран таврăнчĕ.
Ятарлă программăпа
Студентсем унта LO,O программăпа килĕшÿллĕн пулнă. Хĕрсемпе пĕр каччă кăçалхи ака-юпа уйăхĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче практика тухнă май нимĕç компанийĕсенче ĕçе епле йĕркеленипе, Европа менеджменчĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашнă, çав хушăрах семинарсемпе экскурсисене те хутшăннă. Паллах, ют çĕршыва каяс текенсен малтан калаçу /собеседовани/ витĕр тухмалла: тест çырмалла, программа представителĕн ыйтăвĕсене хуравламалла. Вăл студентсене хăйсем çинчен каласа кăтартма сĕнет, вĕренекенсен пĕлÿ тата професси ăсталăхĕн шайĕсене хак парать. Пĕлтĕр кĕркунне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи 30 яхăн çамрăкран 18-шĕ 1-мĕш тапхăр витĕр ăнăçлă тухнă. Тепĕр тапхăр кăçал çулталăк пуçламăшĕнче иртнĕ, ун чухне LO,O представителĕсем кандидатсем нимĕç чĕлхине мĕнлерех пĕлнине скайп урлă тĕрĕсленĕ, 8-шне суйласа илнĕ. «Германие чи тăрăшуллисем, чăтăмлисем, хастаррисем кайрĕç», - пĕлтерчĕ академи преподавателĕ Елена Иванова доцент, çак студентсене ятарлă курссенче нимĕç чĕлхине тарăнрах вĕрентнĕскер. Малалла вулас...
Комментари хушас