ЧИКĔ ЛЕШ ЕНЧЕ МĔНЛЕ-ХА?
Американ хĕрарăмĕшĕн тăватă çулти ачине подгузникпа çÿретни йĕркеллĕ пулăм шутланать. Монголипе Тибетра вара катăк йĕм тăхăнтартаççĕ.
Африканкăсемпе арабкăсем
Зимбабвери тата Кенири амăшĕсем пепкисене икĕ уйăхрах тула тухас килнине палăртма хăнăхтараççĕ. Вараланнă çурăмлă тирпейсĕр хĕрарăмсенчен кунта пурте кулаççĕ. Унти амăшĕсем тĕпренчĕкĕсене тепĕр хырăм юличченех çурăм хыçне е кăкăр умне, е пилĕк тĕлне çакнă слингсенче йăтса çÿреççĕ. Икĕ эрнеренех хĕрарăм чухлама пуçлать: пепке кĕхлетет пулсан - пысăккипе тула каясшăн, йĕрмĕшет тĕк - йĕпетесшĕн. Ачана часрах алла илет те çĕр çийĕн тытса кирлине тутарать. 2-3 уйăх тĕлне пепкен условлă рефлекс аталанать, амăшĕ хăй кĕхлетсе е йĕрмĕшкелесе илсенех организмĕ унран мĕн кĕтнине пурнăçлать.
7-8 уйăхри ача утма та, ятарлă вырăнта тула кайма та пултарать ĕнтĕ.
Арабкăсемпе бедуинкăсем те ачисене туалета кайма çакăн пекех вĕрентеççĕ. Амăшĕсем пепкисене вараланасран сăнасах тăраççĕ. Кăкăр пăрахтарнă чухне бедуинка ывăлĕпе е хĕрачипе вăрттăн вырăнта, акаци айĕнче, хăйне евĕр вĕрентÿ ирттерет, ача хăйĕн «ĕçне» тумалли тĕле чул катăкĕ перет, тула тухнă чухнехи пек сасă кăларать. Çапла - ача унран мĕн кĕтнине ăнланса иличченех.
Эскимоскăсем
Вĕсем ачасене ниме те вĕрентмеççĕ. Пĕтĕмпех хăй тĕллĕн пулса иртет, ачасем çитĕннсене евĕрлеççĕ кăна. Çапах та 4 çул тĕлне çак ачасем тем те тума пĕлеççĕ: пăлана тăллаççĕ, кăвайт чĕртеççĕ, шыв ăсса килеççĕ, апат пĕçереççĕ. Туалетпа та çавах. Утайман пепке хурăн хуппинчен ăсталанă карçинкка-сăпкара выртать. Шала шывпа та, пылчăкпа та вараланман пăлан çăмне сарнă, çиеле нÿрĕке подгузник пекех сăрăхтарса илекен ягель мăк сапнă. Урăх вырăна куçнă чухне ачана амăшĕн çурăмĕ çинчи ятарлă капюшона вырнаçтараççĕ, амăшĕ ăна унтан тумтир айĕпех куçарса кăкăр ĕмĕртет. Капюшона та пăлан çăмĕпе мăк хунă, çавăнпа пепке яланах типĕ те таса.
Утма пуçласан ача тÿрех хăй тĕллĕн çитĕннисем пек тула кайма пуçлать.
Японкăсем, европейкăсем, американкăсем
Подгузниксемпе усă курасси çирĕп йăла пулса тăнă çĕр-шывсенче туалета хăнăхтарасси пĕр евĕрлĕрех. Вăхăчĕ кăна тĕрлĕрен. Яппунсем чÿлмекпе паллаштармалли чи лайăх тапхăр 2,3 çул тесе шухăшлаççĕ. Европăра 2,4 çулпа килĕшеççĕ. Америкăри психиатрсемпе психологсем вара ачана чÿлмек çине 12-18 уйăх тултарсан лартма сĕнеççĕ, 3-4 çулсем тĕлне унăн унитазпа усă курма пĕлмелле тесе çирĕплетеççĕ. Çапах та ашшĕ-амăшĕ хăнăхтармасан та ача вăхăт иртнĕ май туалета хăй тĕллĕнех кайма хăнăхать.
Японире тата ансатрах. Унти çуртсенче суперунитазсем лартнă. Туалет хутне тытса тăракан хатĕр çинче вырнаçтарнă ятарлă монитор хăш тапхăрта мĕн тумаллине ăнлантарса пырать. Унсăр пуçне ачана туалета каяс килнĕ тигр çури çинчен мультик кăтартать.
Тибетпа Монголи
Йывăр климат, халăхăн пысăк пайĕ чухăнни, çемьесенче ача нумай пулни пепкесене тирпейлĕхе вĕрентмелли хăйне евĕр меслетсемпе усă курма хистет.
Кипке тапхăрĕнчен ÿснĕ ачасене катăк йĕм тăхăнтартаççĕ. Ку вылянипе манăçнăскерне кирлĕ чухне кукленсе ларма май парать, йĕмĕ те вараланмасть, йышлă çемье ĕçĕпе ахаль те ывăнса çитнĕ амăшне хушма йывăрлăх туса памасть. Ачана хаяр сивĕре те катăк йĕмпе çÿретеççĕ. Çуркунне тĕлне купарчисем кăвакарса хытсах лараççĕ, туйми пулаççĕ. Çавăнпах пулас унта тĕпренчĕкĕсене айăпа кĕрсен кучĕсенчен çатлаттармаççĕ - ыратмасть-çке.
Çитĕннисем ачасен йĕмĕсенче çил выляни вĕсене пиçĕхтерме пулăшать тесе çирĕплетеççĕ. Тен, чăнах çапла - ачисем нихăçан та шăнса пăсăлмаççĕ.
Комментари хушас