Чие турачĕ

8 Çу, 2014

Çынсем чие туратне пухнине, унпа сипленнине пĕлетĕп. Мĕнрен усăллă-ши?

С. Нина, Елчĕк.

Чие турачĕпе çулçинчен вĕретнĕ чей юн çывăраслăхне çирĕплетет, çавăнпа унпа амалăхран е сăмсаран юн вăйлă кайнă чух усă кураççĕ. Чие çулçине лутăркаса суран çине хураççĕ. Чие йывăçĕн хуппипе тунă шĕвеке амалăх фибромиомине сипленĕ çĕрте усă кураççĕ: вĕреме кĕнĕ çур литр шыва 2 кашăк чухлĕ чие хуппи вĕтетсе ямалла, йăваш çулăм çинче 10-12 минут тытмалла, сехетрен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

Пыршăлăх тонусĕ чаксан тата хулăн пыршăн лăймака сийĕ шыçсан (колитран) чиен çимĕç туни (плодоножка) усăллă. Чечеке ларса сÿннĕ хыççăн ÿкнисене пуçтармалла. Вĕсене лайăх çумалла, типĕтмелле. Чей пек туса ĕçмелле. Тин вĕретнĕ 2/3 стакан шыва ăна 1 кашăк чухлĕ вĕтетсе ямалла.

Чечеке ларнă вăхăтра пухса ĕлкĕреймесен çырли пиçнĕ вăхăтра та пуçтарма юрать. Анчах йывăçĕ çинчен татмалла мар, чи усăлли – çĕрте выртаканни.

Пĕвер чирĕсенчен те (гепатит, пĕверпе ват хăмпи шыççи, Боткин чирĕ) чие тунипе тата çулçипе сипленеççĕ. Чечеке ларса сÿннĕ хыççăн ÿкнисене пуçтармалла. Чей вырăнне туса ĕçмелле.

Çимĕç тунинчен хатĕрленĕ чей начарланма та, çамрăкланма та пулăшать.

Чие туратне хăйне касни те аван. Çуркунне, папакĕ кÿпчеме пуçласан 8-9 см тăршшĕ туратсем касмалла, çумалла, типĕтмелле. Эмаль савăта 2 л шыв тата пĕр ывăç чие турачĕ ярса вĕреме кĕртмелле, çакăн хыççăн тата 8-10 минут тытмалла. Ăшă япалапа витсе çур сехет лартмалла. Кунне 4-5 хут пĕрер стакан ĕçмелле (пылпа та юрать). Пĕрре вĕретнĕ туратпа темиçе хут та усă курма май пур. 10 кун ĕçмелле, 10 канмалла. Çапла 3 хут тумалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.