Черника форте —мĕн вăл?

Кÿршĕ пахчине халиччен тĕл пулман калча лартнине асăрхасассăн вăл мĕн иккенне ыйтмасăр тÿсеймерĕм. «Черника форте — куç çырли, питĕ сиплĕскер, ансатскер пулма кирлĕ, хам та пуçласа лартатăп», — хуравларĕ вăл. Çак пахчаçимĕç çинчен тĕплĕнрех каласа памăр-ши?

Виктория ЮРЬЕВА.

Шупашкар хули.

Черника фортене пирĕн патра анлă сарăлнă çырла тееймĕн, хăшĕ-пĕри ун пирки пĕлмест те. Çак çимĕç пирĕн тăрăхра аван çитĕнет, лайăх тухăç парать. Ăна пăхасси, помидорпа танлаштарсан, чылай ансатрах. Çимĕçне вара çулсеренех тулăх çитĕнтерет, шăрăхра та аптрамасть, сивве те чăтăмлă. Çырли — çимĕçĕ — питĕ сиплĕ. Ăна чĕрĕлле çиме юрать, варени, джем пĕçерме юрăхлă.

Çак çырлан тепĕр ячĕ — санберри, хĕвел çырли. Вăл гибрид, Америка ăсчахĕсем Африкăра тата Европăра ÿсекен икĕ йышши çырлана /паслена/ селекцилесе кăларнăскер. Унăн çырли те, чечекĕ те пирĕн тăрăхра тĕл пулакан курак çырли евĕрлĕрех.

Санберри — кăткăс ÿсен-тăран мар. Вăл уйрăм тимлĕх ыйтмасть, тăпрана та тиркемест. Йÿçек тăпрана çеç юратсах каймасть: тухăç сахалрах пулĕ. Ытти енчен вара санберри пачах та кутăнлашмасть. Хăяр, кабачок, сухан хыççăн лартсан аван. Малтанхи çул помидор, баклажан, çĕрулми пулнă вырăнсене лартмалла мар. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕр йышран.

Санберрине пирĕн тăрăхра пĕр çул ÿсекен ытти пахчаçимĕç пекех çитĕнтермелле. Пуш-ака уйăхĕсенче акмалла. Лайăх шăтмашкăн вăрлăха пĕр-икĕ кун йĕпе пусмапа чĕркесе шÿтермелле. Вăрлăх шăтса тухса 2-3 чăн çулçăллă пулсан уйрăмшар савăтсене куçарса лартма юрать. Çуркуннехи сивĕсем иртсен ирĕке куçармалла.

Хĕвел çырли çĕртме уйăхĕнчех чечекленме пуçлать те сивĕсем киличченех çеçке çурать. Унăн ытлашши турачĕсене, çулçисене иртмелле мар. Вăл тĕрлĕ чир-чĕрпе аптрамасть. Эрнере пĕр-икĕ хутчен шăвармалла. Çу каçипе икĕ хутчен тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла.

Çырла тĕм çинчех пиçет. Хура тĕслĕ, чие пысăкăш, сапакара 10-15 çырла. Ăна пиçнĕ майăн татса çиме юрать. Санберрин тути пылакрах, шывак. Кĕр сиввисемпе вăл тутлăланать.

Çуллахи çырлана чĕрĕлле пĕр ывăçран ытлашши çимелле мар. Хăнăхманран вар-хырăм çемçелме пултарать. Вĕри шывпа 2 минут пăшăхласа илсен унăн тути лайăхланать. Варени, джем, компот хатĕр­леме аван.

Санберрине сиплĕхĕшĕн ÿстереççĕ. Вăл организмран наркăмăшлă япаласене, шлака кăларать, юна тасатать, юн тымарĕсене çемçетет, куç чирĕсене сиплет. Катаракта, куç аякка кайсан, инçĕшне япăх курсан çак çырлана кунсерен пĕр ывăç çини куç вичкĕнлĕх­не ÿстерет.

Санберри сĕткенĕ вар-хырăм чирĕсенчен, юн пусăмĕ хăпарсан, астмăран, пуç чирĕсенчен сипленме лайăх. Пуç ыратнине ирттерет, куç вичкĕнлĕхне ÿстерет, ăс-тăна çирĕплетет.

Сывлăх эликсирĕ. Çырлана аш арманĕпе авăртмалла та марльăпа сĕрсе сĕткенне юхтармалла. Пĕр литр юхтарнă сĕткене пĕр литр вĕретнĕ шыв, 700 грамм пыл хушса пăтратмалла, стерилизациленĕ банкăсене тултарса холодильника лартмалла. Çак хутăша кунне 2-3 хутчен апатчен çур сехет маларах 3 апат кашăкĕ ĕçмелле. Çÿлерех асăннă чирсемпе нушаланакансен икĕ-виçĕ уйăхлăх курссем ирттермелле.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.