Чĕрчунсем пулăшу кĕтеççĕ

9 Раштав, 2016

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче тĕп хулари хуçасăр чĕрчунсен ыйтăвĕпе "çавра сĕтел" иртнĕччĕ. Ун чухне чĕрчунсене сыхлакан организацисен представителĕсем хула урамĕсенче çÿрекен хуçасăр йытă-кушака тытас, вĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен сиплес, вунă кунран кая мар юлмасăр ырă çынсен аллине парас тĕлĕшпе ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕччĕ. Халĕ акă депутатсен ушкăнĕ çавнашкал чĕрчунсене вăхăтлăх усракан пункт ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Делегацие Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева ертсе пычĕ.

Комисси членĕсем «Забота» организацие /вăл «Спецавтохозяйство» АОпа субподряд килĕшĕвĕ тунă/ çитсе курчĕç, унти ĕç условийĕсене хак пачĕç, чĕрчунсем валли тунă йăвасене пăхса тухрĕç. Ирина Клементьева палăртнă тăрăх — хула администрацийĕ килĕшÿре палăртнине туллин пурнăçланă. Шывпа тивĕçтермелли системăна хута янă, электричество кĕртнĕ, биотуалет, хытă каяшсене пухма евроконтейнер вырнаçтарнă. Территорие карта тытса çавăрнă, администраципе хуçалăх çурчĕсене хута янă, чĕрчунсене уçăлтарма кăлармалли лапамсем тунă.

Чĕрчунсене сыхлакан организаци представителĕсем пункт пĕр харăс 46 чĕрчуна йышăнма пултарни çинчен пĕлтерчĕç. Хальхи вăхăтра кунта 20 йытă хÿтлĕх тупнă. Зоохÿтĕлевçĕсем ырă чун-чĕреллĕ çынсем пулăшасса шанаççĕ. Чĕрчунсене апат тата эмел вĕçĕмсĕр кирлĕ. Ку ыйтусене волонтерсем хальлĕхе хăйсем тĕллĕнех татса пама тăрăшаççĕ.

Хуçасăр чĕрчунсене усрамалли пункта пăхса çаврăннă хыççăн Ирина Клементьева унăн ĕçне депутатсем сăнасах тăрасси çинчен пĕлтерчĕ. «Ку пункт — хулан пысăк ыйтăвне татса памалли пĕрремĕш картлашка», — терĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ. Çавăн пекех вăл малашне йытăсене регистрацилесе идентификаци номерĕ парассине йăлана кĕртессине палăртрĕ. Халĕ вара хула çыннисемпе çине тăрсах профилактика ĕç-хĕлне /килти чĕрчунсене стерилизацилемелли е пĕтĕленнине сăнасах тăмалли çинчен ăнлантармалла/ пурнăçламалли пирки каларĕ.

И.ТИМОФЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.