Чĕмпĕрсен «Канашне» хупасшăн
Çак кунсенче Чĕмпĕрте Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ĕçтăвком ларăвĕ иртрĕ, унта «Канаш» хаçат редакцийĕн журналисчĕсене те чĕнчĕç. Анчах пирĕн калаçу çыпăçмарĕ. Ĕçтăвком членĕсем пурте мар, ку енĕпе уйрăмах 5-6 çын питĕ çине тăрать хаçата вырăсла кăна кăларттарасшăн.
Хула думин депутачĕ Николай Лазарев: «Хаçат тиражĕ пĕчĕк, çавăнпа мана сирĕншĕн намăс», — терĕ вырăсла. Эпĕ тÿрех ыйту патăм: «Эсĕ хăв пирĕн хаçата çырăнатăн-и?» «Нет, я уже много лет живу в городе, уже родной язык наполовину забыл. И дети мои по-чувашски не разговаривают. Ваша газета неинтересная», — хуравларĕ вăл. Вырăсла эпир уйрăм статьясем пичетлетпĕр-ха, анчах пирĕн хаçата вуламан çын ун пирки ăçтан пĕлтĕр? Калаçăва автономи председателĕн çумĕ Владимир Бабайкин та хутшăнчĕ. Вăл мана пĕлтĕр: «Хам пата пыр, сана хамăр патра ĕçлекенсем валли 30-40 экземпляр «Канаш» çырăнса парăп», — тесе шантарнăччĕ. Икĕ хут кайрăм, хăйне те куртăм — пĕр экземпляр та çырăнса пулăшмарĕ. Мĕнле хак памалла çакна?
«Эсир, журналистсем, ялсене кайсан хаçат çырăнтарассишĕн абонемент тытса килĕрен киле çÿретĕр-и?» — ыйтрĕ Петр Петров. Халĕ «Канаш» хаçат редакцийĕнче икĕ журналист кăна юлчĕ. Эпир яла çитсен шкула, почта уйрăмне, ял тăрăхĕн администрацине, культура çуртне, ача садне тата ытти заведение кĕретпĕр, хыпарсем шыратпăр, интереслĕ çынсемпе курса калаçма тăрăшатпăр. Пирĕн кĕске вăхăтрах нумай материал пуçтармалла…
Пурте вырăсла калаçсан, чăваш хаçатне вырăслатсан тепĕр 10-20 çултан Чĕмпĕрте чăваш пурнăçĕ мĕнле шайра пулĕ-ши? Пухăннисем /пурте мар, хăшĕсем шăпăрт ларчĕç/ «Канаша» хурласа калаçма вăхăт тупрĕç, питĕ кирлине вара аса та илмерĕç. Пирĕн шур сухалăмăр, Анатолий Юман поэт, часах 85 çул тултарать. Вăл литература анине 70 çул сухалать, 66 кĕнеке çырса чăваш литературине самай пуянлатрĕ. Ăна Чăваш халăх поэчĕн ятне памалли пирки хаçатра чылай çыртăмăр. Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш Ен çыннисем те унăн ĕçĕ-хĕлне пысăк хак парса статьясем ярса пачĕç. Çаксене шута илсе ĕçтăвком членĕсен Юмана хисеплĕ ят памалли пирки калаçмаллаччĕ. Çук, кун çинчен сăмах тапранмарĕ.
Чĕмпĕр тăрăхĕнчи хальхи лару-тăру пирки те пĕр-икĕ сăмах каласа хăварам. «Еткер» телекăларăм /унăн редакторĕ Олег Мустаевччĕ/ пĕтни нумай çул ĕнтĕ, чăвашла радио çук, Ульяновск патшалăх университетĕнчи чăваш ушкăнĕ хупăннă, И.Я.Яковлев обществине кăçал пĕтерчĕç, кăçалах Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтри чăваш чĕлхи пÿлĕмĕнчи методист должноçне чакарнă, Шупашкартан шкулсем валли чăвашла кĕнекесем нумай çул туянмаççĕ... Çаксем çинчен тата ялсенче чăваш чĕлхине вĕрентме пăрахни çинчен ĕçтăвкомра пăшăрханса никам та калаçмасть. Черетри тĕллев — чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçата пĕтересси.
«Канаш» хаçатăн тиражĕ ялан пĕр пек: 20 çул каялла та, халĕ те. Çак вăхăтра аслă ăрурисем, пирĕн вулакансем, пурнăçран мĕн чухлĕн уйрăлчĕç! «Канаш» тиражĕ вара чакмарĕ. Апла пулсан ăна çĕнĕ çынсем çырăнаççĕ. «Неинтересная» пулсан çырăнса илмĕччĕç. Пирĕн хаçата çынсем чи малтан чăвашла вулассишĕн илсе тăнине калаççĕ. Вырăсли капла та нумай — ил те вула.
Урăм-сурăм хĕрсе кайса, хăлаçланса калаçнă вăхăтра «Канаш» хаçатăн тĕп тĕллевне манар мар: ăна хăй вăхăтĕнче, 1989 çулта, мухтавлă ентешĕмĕрсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин членĕсем /председателĕ И.Кирюшкин/ Чĕмпĕр тăрăхĕнче тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн, аталантарассишĕн, чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшса йĕркеленĕ. Шел, хастар çав çынсенчен нумайăшĕ халĕ леш тĕнчере ĕнтĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас