Чеменсем тирпейлĕ, пуçаруллă

19 Нарăс, 2014
Г.Медведев /сылтăмри/ вырăнти культура отрасльне ертсе пыракан В.Гордеевпа.

Культура çулталăкĕ пирки сăмах пуçарсан Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Медведев ăна тахçанах кĕтнине пĕлтерчĕ. Ку енче ял çыннин кăмăл-сипечĕпе сăпайлăхĕ, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхĕ пысăк. «Çакă пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме, çитĕнÿ тума та пулăшать», - тет ял пуçлăхĕн лавне тăххăрмĕш çул туртакан Гаврил Федорович.

Хастар та пултаруллă, çаврăнăçуллă ертÿçе ялта хисеплеççĕ, унăн ĕçне ырă хак параççĕ: тăрăшать, яланах çĕннине шырать, ватти-вĕтти те хисеплет... Юлашки çулсенче районта йĕркелекен культура, спорт мероприятийĕсем те Аслă Чеменсем хутшăнса хастарлăх кăтартмасăр иртмеççĕ. Вăл çеç те мар, вĕсем республика шайне те тухаççĕ. Акă пĕлтĕр Республика кунĕнче чăвашсен ĕлĕкхи йăли-мешехине кăтартакан картаран уява пынă хăнасем те тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Сĕтел çинчи кăпăшка çăкăр авал тарсăр пиçмен: тырра çурлапа вырнă, кĕлте тунă, тăпачăпа çапнă, авăртса кĕрпе-çăнăх хатĕрленĕ... Ялти ватăсен кĕлечĕсенче авалхи ĕç хатĕрĕсемпе юр-вар савăчĕсем те упранса юлнă.

Иртнĕ çулталăкра администраци пурнăçĕнче асра юлнă самант сахал мар. Медведевсен туслă çемйи республикăри ял тăрăхĕсен хушшинче йĕркеленĕ хĕллехи спартакиадăра район чысне хÿтĕлесе çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса пырас тĕллевпе иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Сывлăх кунне» ирттереççĕ. Эрнере икĕ хутчен шкулти спорт залне пухăнса физзарядка тăваççĕ. Э.Медведева, З.Кузьмина, Л.Иванова, Н.Портнов «урока» пĕр сиктермесĕр çÿреççĕ.

Ял уявĕсене, чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă Сурхури, Çăварни тата ытти уява халăхпа кăмăллăн ирттересси те çирĕпленнĕ. Ку йăлана малашне те пăрахăçласшăн мар. Культура çулталăкĕнче хушма мероприятисем татах пулĕç.

Культурăпа спорт юнашар пулни аван. Унпа пĕрлех вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшасси, хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ те хăтлă тытасси. Ку тĕлĕшпе те администраци тĕлĕрмест. Пĕр-икĕ çул каялла çеçчĕ-ха çак тăрăхри урамсенче унта та кунта çÿп-çап куписене, ăпăр-тапăр йăваланса выртнине асăрхама пулатчĕ. Хальхи вăхăтра çакнашкал йĕркесĕрлĕх çук. Ял çыннисем çĕнĕ йĕркене хăнăхаççĕ: кил-тĕрĕшри кирлĕ мар япаласене михĕсене тултараççĕ, ятарлă кунсенче вара тиесе яраççĕ. Пысăк пĕр хутаçшăн 30 тенкĕ тÿлемелле. Субботниксенче ĕçе йĕркелесе тирпейлеме депутатсемпе ял старостисем те пулăшаççĕ. Акă К.Кадушкин, П.Япаров, В.Бахмисов кирек хăçан та пуçаруллă. И.Волков предприниматель вара пĕлтĕр урамри кĕме-тухма çук вырăна вак чул сарса тирпейлеме пулăшнă.

Аслă Чемен ял тăрăхĕнче 423 хуçалăх, 67-шĕнчен тĕтĕм тухмасть. Ял ватăлса пыни, вырăнсенче икĕ алла пĕр ĕç тупайманни, паллах, пăшăрхантарать, шухăшлаттарать. Ку, тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра кашни ялăн «чирĕ». Çапах та йывăрлăхсене пăхмасăр вырăнти влаç халăхпа пĕр чĕлхе тупса тăрăшнине хакламаллах.


Альбина Егорова.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.