«Чечеклен, юратнă Муркаш ен» фестиваль-конкурс пырать

22 Кăрлач, 2020

Муркаш районĕнче «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» фестиваль-конкурс пырать.

Çак кунсенче Чуманкасси ял тăрăхĕнчи халăх пултарулăхĕн ушкăнĕ хăйĕн ташши-юррипе савăнтарчĕ. Культура çуртĕнче Елизавета Федорова, Валентина Петрова, Альбина Дмитриева алă ăстисен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Вĕсем тĕрленĕ-çыхнă илемлĕ япаласемпе çынсем кăсăкланса паллашрĕç.

Уяв программине «Апаш» ансамбль уçрĕ /ертÿçи — Людмила Ковалева/. Куракансем Исеттеркĕри ял клубĕ çумĕнчи театр кружокне /ертÿçи — Полина Игнатьева/ çÿрекен Надежда Софронова, Мария Васильева, Иннăпа Анастасия Захаровсем юрри-ташшине, сăввине ăшшăн алă çупса йышăнчĕç.

Пысăк мар пултарулăх ушкăнĕ фестиваль-конкурсра тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанас килет.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас