- Чăвашла верси
- Русская версия
Чавса çывăх та...
Çу кунĕсем çитнĕ май «хĕрлĕ автан» та хĕл ыйхинчен вăранчĕ пулас, çине-çинех авăтма тытăнчĕ. Инкек-синкек чылай чухне хамăр айăппах, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе сиксе тухать. Çăмăлттайлăх хакла ларать, анчах чавса çывăх та çыртаймăн.
«Мунча кунĕ»
Канмалли кунсем пушар хуралĕшĕн «мунча кунĕ» темелле. Çак вăхăтра час-часах мунча сÿнтерме çула тухать.
Акă нумаях пулмасть Вăрмарти уйрăм çын хуçалăхĕнче ир-ирех мунча хыпса илнĕ. Пулăшу вăхăтра çитни кăна вут-çулăма сарăлма паман. Тĕпчев кĕçех айăплине те тупса палăртнă. «Хĕрлĕ автана» ирĕке яраканни - çиччĕри арçын ача. Кÿршĕре пурăнаканскер кил хуçисен 5 тата 3 çулсенчи ачисемпе вылянă. Мечĕк хăваласа ывăнсан хайхи мунча çумне купаланă йывăç ешчĕксене вут тĕртнĕ. Шăрпăкне те пĕрлех чиксе çÿренĕ вăл. «Кирлĕ пулĕ», - тенĕ ĕнтĕ. Шел, аслисен унпа хăрушсăрлăх пирки калаçма, шăрпăка вăрттăнрах вырăна хума асаилмен курăнать. Халĕ тăкака ашшĕ-амăшĕн саплаштарма тивĕ.
Сĕнтĕрвăрринчи Пионер урамĕнче те ирхине ирех мунча кĕрлесе çуннă. Сăлтавĕ - электропралук юсавсăрри. Вут-кăварăн çулне пÿличчен çулăм çурт тăррине, маччана сиенлеме ĕлкĕрнĕ. Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилте те уйрăм хуçалăхра мунча кĕлленнĕ. Айăпли - 47 çулти кил хуçи. Арçын мунчине юсаса çĕнетме шутланă. Электропăчкăпа тимĕр каснă чухне хĕм хытах сирпĕннĕ. Анчах вăл чарăнман, хĕрсех ĕçленĕ. Сапакан хĕмрен пĕрене тĕлкĕшме тытăннă. Типĕ йывăç кĕçех кĕрлесех çуннă. Çакна кĕтмен арçын çухалса кайнă.
Шупашкар районĕнчи «Хастар» сад коллективĕнче дача хуçисем мунча хутнă та кайса çухалнă. Хĕрсе кайнă мăрьерен йывăç стена самантрах тивсе илнĕ. Вĕри мунчара рехетленес вырăнне çынсен çулăма хирĕç кĕрешме тивнĕ.
Пушар Сĕнтĕрвăрринчи 51 çулти арçын хуралтисене те тĕп тунă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - каллех мунча «айăплă-мĕн». Кăмакан мăйрине йĕркеллĕ туманнипе çулăм тухнă. Вăл çийĕнчех хуралтăсем çине сиксе ÿкнĕ. Пăрачкав районĕнчи Шадриха салара вĕри мунчара çăвăнма юратнипех ăна пĕр шелсĕр хутнă. Кăмака кăна мар, стена та хĕрсе кайнă, çунма пуçланă. Хуçисен милĕкпе çапăнасси пăчланнă.
Тĕлкĕшет-ха типĕ курăк
Çиллĕ çанталăкра типĕ курăк, çÿп-çап çунтарни çулсерен пысăк сиен кÿрет. Вăрмана, пурлăха, çурт-йĕре самантрах кĕл тăвать. Кăçал та вăл Байкал, Амур тăрăхĕнче пысăк шар кăтартрĕ. Шел, хамăра инкек пырса çапмасăр та çăмăлттайлăх мĕнпе вĕçленнине ăнланса илейместпĕр пулас.
Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Сурăмварринче 57-ри арçыннăн лаççи çулăннă. Инкекĕн сăлтавĕ - кÿрши çуп-çап çунтарни.
Ку тĕслĕх вара Элĕк тăрăхĕнче сиксе тухнă. Прашкушкăнь ялĕнче вут-кăвар кил хуçи айăпĕпе алхаснă. Пахчара ĕçлекенскер чĕлĕмне сÿнтермесĕрех типĕ курăк çине пăрахнă та пăрăнса утнă. Тĕлкĕшекен чĕлĕмрен курăк, унтан сарай хыпса илнĕ.
Чĕлĕм туртнă чухне асăрханманнипех Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашра гараж, хуралтăсем çуннă. Юрать, кÿршĕсен пурăнмалли çуртсене сыхласа хăварнă. Юсавсăр электропралук та хуçисене нимсĕр хăварать.
Республикăра çулталăк пуçланнăранпа 383 пушар тухнă. Тăкак - 31,33 млн тенкĕ. Çулăмра 51 çын вилнĕ.
Пушартан сыхланма
Майăн 13-мĕшĕнчен Чăваш Енре пушартан сыхланма ятарлă режим кĕртнĕ. Çакă пушар хисепĕ ÿснипе тата лару-тăру çивĕчленнипе çыхăннă.
Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх - кăçал çурхи-çуллахи вăхăтра типĕ те ăшă тăмалла. Çавăнпа пушар тухас хăрушлăх татах ÿсет. Çу енне çынсем вăрмана, парка ытларах çÿреме тытăнаççĕ. Вучах, çуп-çап куписене çунтараççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа Атăлçи федераци округĕнче те çине-çинех вут-çулăм алхаснă. Киров ?27 хут%, Пенза ?22%, Чĕмпĕр ?18% облаçĕсенче, Мари ?11%, Мордва ?11% республикисенче лару-тăру уйрăмах çивĕч. Хальлĕхе Чăваш Енпе Тутарстан Республикинче кăна çутçанталăк пушарĕнчен асăрханма май килнĕ.
Пушартан сыхланма ятарлă режим кĕртнĕ май вăрмансенче çÿреме, ĕçлеме, техникăпа кĕме вăхăтлăх чарнă. Инкеке сирсе яма ытти мера та йышăнаççĕ, çав шутра халăха вут-çулăма хирĕç кĕрешме явăçтарассипе те.
Лариса НИКИТИНА.
Комментари хушас