Чăвашсем Мурманскра та – чи маттуррисем!

5 Нарăс, 2015

Кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнче Мурманск хулинче облаçри халăх культурисен туслăх фестивалĕ иртнĕ. Унти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Раиса Садакова шăнкăравласа пĕлтернĕ тăрăх - юрă-ташă уявне пирĕн йăхташăмăрсем те хаваспах хутшăннă. Юрланă та, ташланă та... «Ушаков адмирал» атом пăрçĕмĕрен çинче ĕçлекен Петр Клементьев вара пурне те хуткупăс çав тери ăста каласа тĕлĕнтернĕ. Унăн мăшăрĕ Ольга Васильевна чăваш юрри шăрантарнă. Вĕсем иккĕшĕ те - Патăрьел районĕнчен. Фестивале хутшăнакансем хушшинче Вăрмар, Комсомольски тăрăхĕсенчен тухнă чăвашсем те пулнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тумликасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Садакова Роза Степанова юрăç репертуарĕнчи «Юрату сÿнмерĕ» юрра шăрантарса фестиваль дипломне çĕнсе илнĕ. Чăвашла тумланнă икĕ мăнукĕ ăна ташласа пулăшнă.

Мурманск облаçĕнче иртнĕ çак фестивальте чăваш культурине сăнлакан курав чи пуянни пулнă теççĕ. Чи паха экспонатсем унта Раиса Садакова кукамăшĕн амăшĕ 1905 çулта качча тухсан сырнă сурпан та, масмак та пулнă та-ха.

Р.ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: