Чӑвашсем Иркутскри Акатуйра ҫумӑр витӗр савӑннӑ
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнче ҫумӑр ҫурӗ пулин те ҫакӑ Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсене Байкал кӳлӗ хӗррине пуҫтарӑнма чармарӗ. "Тальцы" уҫӑ тÿпе айӗнчи музей комплексӗнче Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртрӗ.
Унта сумлӑ хӑнасем - ЧР культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Иркутск облаҫӗн саккунсем кӑларакан пухӑвӗн комитет председателӗ Ирина Синцова, Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн управленийӗн тата правительство пуҫлӑхӗ Ольга Куриленкова, Иркутск облаҫӗн культурӑпа архив министерствин канашҫи Оксана Седина ҫитрӗҫ.
Уяв Крым Республикинчи чӑваш наципе культурин автономийӗн ертӳҫи Андрей Яковлев Акатуй ялавне Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫине Вероника Тимофеевӑна тыттарнинчен пуҫланчӗ. Пӗлтӗр Акатуй шӑпах Крым ҫурмаутравӗнче иртнине палӑртмалла. Малалла пурте вӑйӑ картине тӑчӗҫ.
Чӑвашсене савӑнтарма бурятсен "Улазэ" юрӑпа ташӑ ансамблӗ килсе ҫитрӗ. Шупашкартан ҫитнӗ "Ҫеҫпӗл", "Самана" ушкӑнсем, Валерий Клементьев, Елена Османова, Роза Степанова, Алина Варна, Вячеслав Александров, Ирина Лампасова юрӑҫсем куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. "Кӗмӗл сасӑ" фестивале хутшӑнса Байкала каймашкӑн путевкӑна тивӗҫнӗ Татьяна Штурмина та уява килнисене ҫепӗҫ сассипе тыткӑнларӗ. Байкал тӑрӑхне тӗрлӗ регионтан ҫитнӗ фольклор ушкӑнӗсем, ҫамрӑк юрӑҫсем, мусӑкҫӑсем те кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Ҫумӑр ҫурӗ пулин те никам та айккинче тӑмарӗ. "Ҫумӑр тухӑҫ пысӑк пуласса", - палӑртрӗҫ уявра савӑннисем.
Дамба ЦЫЛЕНЖАБОВ, "Улазэ" юрӑпа ташӑ ансамблӗн хастарӗ:
- Эпӗ чӑвашсем пирки илтнӗ, анчах вӗсем ҫинчен нимех те пӗлмен. Халӗ Акатуя килсен чӑваш юррине те илтрӗм, наци тумне те куртӑм, чӑвашсен ташшипе те килентӗм. Уйрӑмах наци тумӗ кӑмӑла кайрӗ. Хӗр-хӗрарӑмсем пуҫа капӑр япала тӑхӑннӑ. Халӗ ку тухьяпа хушпу пулнине пӗлетӗп.Ҫак уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем килни тӗлӗнтерчӗ. Питӗ интереслӗ уяв ку, хам валли чылай ҫӗннине уҫрӑм.
Алина АРТЕМЬЕВА, Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи:
- Чулхуларан Байкал тӑрӑхне пӗчченех килтӗм. Хамӑр автономири ытти чӑваш Санкт-Петербургра иртекен Акатуя тухса кайрӗҫ. Сӑмах май, пирӗн автономи 2013 ҫулта йӗркеленнӗ. Манӑн та Питӗре каймаллаччӗ, анчах чун кунта туртрӗ. Байкал тӑрӑхне ҫитсе курма май пулнӑшӑн савӑнатӑп. Тӗрлӗ мероприятие хутшӑнтӑмӑр. Пӗлтӗр эпир, Чулхула чӑвашӗсем, Крымра иртнӗ Акатуя та ҫитсе курнӑччӗ. Байкал кӳлӗ хӗрринчи уяв та ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Кунта тӗрлӗ регионти чӑвашсем пухӑннишӗн чун хӗпӗртерӗ.
Комментари хушас