- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш ялĕн илемĕ
— Анне, сана кукăль тума пулăшам-и? — чустапа аппаланма пуçланă амăшĕ патне пырса чĕвĕлтетме тытăнчĕ Макар. — Пицца валли сыр хамах теркăлăп.
Чи çывăх çыннин паян канмалли кун пулнине кура арçын ача садике кайман: сайра хутра килте юлас килет-çке. Амăшĕ кăшт пушансан ларса юмах вулаççĕ, задача та шутласа илеççĕ: хушас-кăларас ĕç пиллĕкри Макаршăн — шăл çемми кăна.
Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре пурăнакан Аленăпа Александр Якимовсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Ку çемье чылай енĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине тин кăна районта иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурс çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ енлĕ тупăшура хастарлăх кăтартса Якимовсем çĕнтернĕ. Куславкка тăрăхне асăннă ăмăрту хыççăнах çитсе ăш пиллĕ çемьепе çывăхрах паллашрăмăр.
Ĕçченлĕхĕ — юнра
— Мăшăрпа иксĕмĕр те Пăрмасра çуралса ÿснĕ. Пĕрлешсен малтанхи çулсенче унтах пурăнтăмăр. Каярахпа Тĕрлемесре хăтласа пĕтермен çурт туянтăмăр. Майĕпен майлаштарса кунта куçса килтĕмĕр. Пысăк станцире пулин те улах урамра пурăнатпăр. Пĕр енчен, шăплăхра питĕ лайăх. Тепĕр енчен, ача-пăча çуккипе тунсăхлăрах — пирĕннисем валли выляма-хутшăнма тус-юлташ çук. Çак сăлтавпах Пăрмасра /унта ача нумай!/ кукамăшĕ патĕнче çăвĕпех пурăнма хатĕр вĕсем. Хамăр ĕçре чухне тимлĕхсĕр юлманни аван-ха, анчах килте те тăрмашмалли чылай. Ялта ача-пăча çумне куршанак ир çыпăçать вĕт. Улттăмĕш класра вĕренекен Лера, сăмахран, эпир ĕçре чухне килти выльăха апат парассишĕн те, каçхи апат хатĕрлессишĕн те яваплă, — калаçу çапла пуçланчĕ кил хуçин мăшăрĕпе Алена Александровнăпа.
Якимовсен кил картине кĕрсенех кунта хуçалăха çирĕп тытса пыракан, ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ çемье пурăннине тÿрех туйса илетĕн. Тирпейлĕх, хăтлăх, илем — кашни кĕтесрех. Строительство чылай ĕçне кил хуçи хăй проектласа ăсталанă. Ылтăн алăллăскере кашни утăмра мăшăрĕ хав-халантарса, илем тĕлĕшĕнчен сĕнÿ-канаш парса пыни те сисĕнет.
Ĕçчен тенĕрен, Александра çак паха ен йышлă çемьере ÿснипе куçнă-тăр. Пиллĕкĕн пĕр тăван вĕсем. Шкул ÿсĕмне çитичченех алла çава тытнине, лаша кÿлме хăнăхнине лайăх ас тăвать арçын. Аппăшĕсем пур пулин те кил хуçалăхĕнче мăйракаллă шултăра выльăх ялан йышлă усранăран /4-5 ĕне, пăрусем.../ сĕт сăвасси арçын ачасене те лекнĕ. Амăшĕ — совхозра, ашшĕ чукун çул çинче вăй хунă, килти кулленхи ĕç ачасен хул пуççи çине тиеннĕ. Кÿршĕллĕ Архиповсен /Аленăпа Алек-сандр пĕр урамрах çитĕннĕ/ ачисемшĕн те кĕрĕк арки йăваласа ларасси пĕчĕкренех ют пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кашни хуçалăха гектар таран çĕр лаптăкĕ уйăрса парсан унта талккишпех купăста лартнă çемье.
— Пахча çимĕçе çитĕнтернисĕр пуçне сутма çÿресси нушаччĕ, — палăртать чукун çул çывăхĕнче пурăнакансен çирĕпленнĕ йăлине Алена Александровна. — Çырла та сутаттăмăр, карçинкки- карçинккипе пуçтараттăмăр ăна уçланкă-улăхра. Асанне ертсе çÿретчĕ пире. Халĕ ав çамрăкла хăнăхнă ĕçе хамăрăн ачасене явăçтаратпăр. Чылай хуçалăх саланнăран пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр тавралла мĕн чухлĕ! Çав уйсенче хурăн çырли, çĕр çырли ешерет кăна çулла. Пĕр çулхине çырла пуçтарса 80 пин тенкĕлĕх сутрăмăр, — Якимовсен ĕçри харсăрлăхĕ чăннипех тапса тăрать иккен.
Сцена çывăхлатнă
Пăрмас ялĕнчи культура çуртĕнче Валентина Христофорова чылай çул ĕçлет. Куславкка тăрăхĕнче культура вучахĕ «ялкăшсах çуннинче» унăн тÿпи питĕ пысăк. Хăйсен тăрăхĕнчи кашни çынна мĕнле те пулин чун киленĕçĕпе кăсăклантарассишĕн тăрăшать вăл. Концерт-спектакле е ытти мероприятие явăçтарма ватти-вĕтти патне килĕрен çÿрет.
— Валентина Дмитриевна ÿкĕте кĕртнипех сцена çине тухнă ĕнтĕ эпир, юрра-таша юратма пуçланă. Хамăр хушăри çепĕç туйăм та концертсенче вăй илнĕ, — терĕ юратнă мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса Александр. — Ас тăватăп, шăллăмсемпе купăс калама кил-йыш ансамблĕ пек çÿреттĕмĕр, конкурс-сенче мала тухни те пулнă.
Çемье илемлĕ пултарулăх енне туртăннине пĕлсех Валентина Христофорова Якимовсене халĕ те лăпкăн пурăнма памасть, Пăрмасри ушкăнпа унта-кунта тухса çÿреме йыхравлать. «Çулталăк çемйи» конкурсра çĕнтерме те çемьене сцена çинчи ăсталăхĕ пулăшнă.
— Чи кăсăкли — пирĕн çăмăл машина çинче магнитола çукки. Мăшăр калашле, пире кирлех те мар вăл: хамăрах артист мар-и? Пирĕнпе пĕрле çула тухсан эсир те тунсăхламăр — юрлама тытăнăр, — хаваслăн йăл кулчĕ Алена.
Ачасенчен чи асли Юлия тăххăрмĕш класран питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарта коопераци техникумĕнче професси пĕлĕвĕ илет. Пĕчĕк чухне, тăватă çулта, илемлĕ юрлакан хĕр пĕрчи вырăс эстрада çăлтăрĕ Валерия шăрантаракан «Часики» юрăпа пĕтĕм Раççейри «Пĕчĕк çăлтăр» конкурсра мала тухнă. Ашшĕпе амăшĕ унăн кĕçех йăмăк çураласса пĕлтерсен нумай шухăшласа тăмасăр: «Ăна Валерия ят хурăпăр», — тенĕ.
— Ятпа çыхăннă кăсăклă самант чылай пирĕн çемьере, — сăмаха тăсрĕ кил ăшшин управçи.
Айна, Алимаисса, Артур...
Тĕрĕссипе, Алена Айна ята тивĕçме пултарнă. Амăшĕ Галина Александровна çамрăк чухне пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Çавăн чухне Узбекистана кайса курнă. Айна ятлă хĕрпе туслашнă. Çавăн хыççăн çемьеленсе хĕр çуратас тăк çавăн пек ят пама ĕмĕтленнĕ. Чăн та, пĕрремĕш ачи — хĕр. Анчах мăшăрĕ «ялта илтмен ят хурсан аслăрах ăрурисем ăнланмĕç» тесе килĕшмен арăмĕ сĕннипе. «Алена» пурне те тивĕçтернĕ. Малалла вулас...
Ирина ИВАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас