Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех

26 Нарăс, 2016

Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе республикăра ĕçлĕ канашлусем иртнине хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Чи малтанах Михаил Викторович вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕсемпе, район ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Канашлу тĕллевĕ - социаллă экономика, обществăпа политика лару-тăрăвне шута илсе вĕсене канăç паман ыйтусене хăйсенчен илтесси, нормативлă майпа йĕркелесе çитереймен, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, бюджетсен хушшинчи хутшăнусен, налук саккунĕсем тĕлĕшпе тухса тăнă çитменлĕхсене, урăхла каласан - пуçлăхсене те, ахаль çынсене те пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене, уçăмлатасси. Пур муниципалитета та канăçсăрлантаракан лару-тăрăва тĕплĕн сÿтсе яврĕç канашлура. Сăмах май, вĕсен йышĕнче монохуласем те, ял хуçалăхĕпе çыхăннисем те пур, апла-тăк татса памалли те - хăйне май. Михаил Бабич шухăшĕпе, халăхпа куллен хутшăнакан пуçлăхсемпе икĕ енлĕ çыхăну йĕркелеме пултарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республикăри обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă. «Халăхпа час-часах тĕл пулни, муниципалитетсен социаллă экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явни, уйăхсерен ирттерекен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче инçетри ялсене тухса çÿрени çынсен шухăшне уçăмлатма пулăшать, чăн информацие вĕсем патне вăхăтра çитерме тата çынсен ыйтăвĕсене уçăмлатма май парать», - пĕлтерчĕ вăл.

Михаил Бабич çавăн пекех Шупашкарта «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи лару-тăру тĕлĕшпе те канашлу ирттерчĕ. Полномочиллĕ представитель çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсен ĕç-хĕлĕ Чăваш Ен социаллă пурнăçĕпе экономикине пысăк витĕм кÿрет: концерн тытăмĕнче 8 пин ытла çын вăй хурать. Тавар ыйтакан сахалланнипе тата кредит парăмĕсем ÿснипе хальхи вăхăтра асăннă тытăм финанс йывăрлăхне кĕрсе ÿкнĕ. Кăтартусем сисчĕвлентереççĕ: малтанхи çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр продукци 2,3 хут сахалрах ăсатнă. Çынсене ĕçсĕр хăварас хăрушлăх пур. Ку производствăн конкурентлăхĕ пысăккине çĕршыв ертÿлĕхĕ аван ăнланать, вăл вакун, строительство, йывăр техникăн чи лайăх тĕсĕсене кăларма пултарасса шанать. Предприятие ĕçлеттерсе ямашкăн Раççей Президенчĕ финанс, управлени тата нормативлă йышăнусем тумашкăн çирĕп хушусем панă ĕнтĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев концерн предприятийĕсенчи лару-тăрăва йĕркене кĕртни регионшăн пĕлтерĕшлине асăнчĕ: кĕскетнĕ кун йĕркипе вăй хуракансем, ĕçсĕр ларакансем тата хăй шучĕпе отпуска кайнисен йышĕ паян - 4,5 пин çын. Кун пек чухне квалификациллĕ специалистсене упраса хăвармашкăн чăннипех кансĕр.

Раççей промышленноç тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Александр Морозов, концерн ертÿçи Михаил Болотин тата республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен представителĕсем йывăрлăхран тухмалли майсене сÿтсе яврĕç. Сăмах май, асăннă министерство Тулаш­экономбанкпа пĕрле предприятисен производствине тăнăçлăхпа тивĕçтермелли майсене - кредит парăмĕсене реструктуризацилеме, кредитăн çĕнĕ линийĕсене йĕркелеме тата профильпе çыхăнман активсене реализацилеме - палăртнă.

Михаил Бабич шухăшĕпе - «Трактор завочĕсен» ертÿлĕхĕн тата регион влаçĕн лару-тăрăва йĕркене кĕртмешкĕн, çынсене ĕçпе тата социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермешкĕн васкавлă мерăсем йышăнмалла. Çивĕч ыйтусене татса памашкăн пулăшма хăй те хатĕррине пĕлтерчĕ вăл.

Валентина ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.