Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕн 2013-2014 çулсенчи тĕп кăтартăвĕсем

18 Нарăс, 2014

Пĕтĕмĕшле тата регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ

2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ граждансен /ĕçлев центрĕсенче регистрациленĕ граждансен йышне тата экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх шутне танлаштарни/ республикăра 0,75 процент пулнă е 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчинчен /0,84 процент/ 0,09 процент пункчĕ сахалрах.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн /МОТ/ методологийĕпе палăртнă ĕçсĕрлĕх шайĕ 2013 çулхи юпа-раштав уйăхĕсенче экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх йышĕпе танлаштарсан вăтамран 4,9 процент шутланнă /2012 çулхи юпа-раштав уйăхĕсенче - 4,7 процент/.

Юрăхлă ĕç шырас тĕллевпе тата ĕçсĕр пулнипе регистраци учетĕнче тăракан граждансен йышĕ

2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче официаллă майпа шута илнĕ ĕçсĕр çынсен хисепĕ 4939-па танлашнă е иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 783 çын /13,7 процент/ сахалрах.

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ

Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ /пĕлтернĕ пĕр ваканси пуçне тивекен ĕçсĕр граждансен шучĕ/ 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,3 единицăпа танлашнă /пĕлтĕрхи çав вăхăтра - 0,4 единица/.

Ĕçпе тивĕçтерекенсем ыйтакан специалистсем, çав шутра экономика ĕçĕ-хĕлĕ тĕсĕсем тăрăх

2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне 305 ĕçпе тивĕçтерекен пушă вырăнсене, должноçсене йышăнма çынсем кирли пирки кăтартусем панă. Вакансисен шучĕ 15452 единицăпа танлашнă.

Вĕсем экономика ĕçĕ-хĕлĕн çак сферисемпе ытларах çыхăннă: туса кăларакан производство - 4,5 пин, курттăм тата вак суту-илÿ - 1,7 пин, строительство - 1,6 пин единица. Пулă тытас тытăмра ваканси чи сахалли - 1 единица кăна, çĕр айĕнчи пуянлăхсене кăларнă çĕрте кăшт нумайрах - 11 единица.

Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕ ыйтакан профессисен /специальноçсен/ переченĕ, вăтам шалăва кăтартнипе пĕрле

Рабочи специальноçĕсемпе уйрăмах ыйтакан профессисен шутĕнче: тĕрлĕ ĕç тăвакан /11336,0 тенкĕ/, çĕвĕç /10933,0 тенкĕ/, повар /11433,0/, автомобиль водителĕ /14972,0 тенкĕ/, апат-çимĕç шутланман тавар сутуçи /12175,0 тенкĕ/, урам шăлакан /6838,0 тенкĕ/, кондуктор /10968 тенкĕ/, кирпĕч купалакан /22778 тенкĕ/, слесарь-юсавçă /15296,0 тенкĕ/.

Служащи специальноçĕсемпе çаксем ытларах кирлĕ: медицина сестри /7728,0 тенкĕ/, специалист /12714,0 тенкĕ/, менеджер /14510,0 тенкĕ/, хурал тăракан /10440,0 тенкĕ/, инженер /16966,0 тенкĕ/, кĕçĕн воспитатель /6264,0 тенкĕ/.

Республикăри ĕç рынокĕнче çак профессисем ытлашши: бухгалтер, сыхлавçă, ĕç инспекторĕ, экономист тата ыттисем.

Пĕлтернĕ вакансисем тăрăх уйăхри вăтам ĕç укçи 13089,0 тенкĕпе танлашнă.

Чăваш Ен Халăха

ĕçпе тивĕçтерекен

патшалăх служби.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.