Чăваш пикисем палăрчĕç

Шăп 50 çул каялла Шупашкарта граждан вăрçин паттăрне, мухтавлă ентешĕмĕре В.Чапаева асăнса ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Пĕтĕм Раççейри турнир пĕрремĕш хут ирттернĕ. Çавăн хыççăн Чăваш Енре спортăн ку тĕсĕ лайăх аталанма пуçланă.

XX ĕмĕр варринче пирĕн республика атлечĕсене çĕршывра никамах та пĕлмен. 1960 çулсенче тинех Йĕпреç районĕнчи Орест Маркиянов, Етĕрне тăрăхĕнчи Валерий Кочков, Канашри Геннадий Смирнов кĕрешессипе СССР спорчĕн мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Вĕсемех — Василий Чапаева асăнса ирттернĕ пирвайхи турнирсен çĕнтерÿçисем. Тепĕр темиçе çултан вара виççĕшĕ те ăста тренерсем, Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем пулса тăчĕç. 30-40 çул каялла вĕсен вĕренекенĕсем Иван Григорьев, Сергей Ефимов, Михаил Савинов, Илья Уркин, Владимир Филимонов, Сергей Колесников республикăри тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче кăна мар, çĕршыв тата Европа чемпионачĕсенче, Пĕтĕм Союзри турнирсенче, Универсиадăсемпе Спартакиадăсенче çĕнтерме пуçларĕç. Чăн-чăн чăваш каччи Сергей Корнилаев вара XXII Олимп вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, тĕнче чемпионачĕсенче тăватă хут çĕнтерчĕ.

Çирĕм çул каялла кĕрешекенсен ăмăртăвĕсене хĕрсем те хутшăнма пуçларĕç. Пирĕн саманара чăваш пикисем хăйсен ăсталăхĕпе арçынсенчен те ирттереççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Ольга Смирнова акă ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче кăна мар, Пекинра иртнĕ XXIX Олимп вăййисенче те медаль çĕнсе илчĕ. Унсăр пуçне юлашки çулсенче Раççей чемпионачĕсенче тата пысăк ытти ăмăртура Шупашкарти Екатерина Красновăпа Наталья Гольц, Канаш районĕнчи Надежда Федоровăпа Вероника Чумикова тата Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи йăхташ Инна Тражукова хăйсен ăсталăхĕпе чăваш халăхĕн чапне тата çÿллĕрех шая çĕклерĕç. Шел те, çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа Чăваш Енри пĕр арçын та тĕнче спорт мастерĕ пулса тăраймарĕ.

Çак кунсенче В.Чапаев çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Шупашкарта, унăн ячĕпе хисепленекен поселокра, йăлана кĕнĕ юбилей турнирĕ иртрĕ. Кавир çине Раççейĕн вун çичĕ регионĕнчи 150 ытла спортсмен тухрĕ. Арçынсенчен ылтăн тата кĕмĕл медальсене ытларах Дагестан атлечĕсем çĕнсе илчĕç. Чăваш ывăлĕсенчен çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăнсене Красноармейски районĕнчи Именкассинчи Василий Никитинпа Канаш районĕнчи пăхаттир Денис Семенов йышăнчĕç.

Хĕрсен ушкăнĕнче çичĕ çĕнтерÿçĕрен тăваттăшĕ — чăваш пикисем: Вăрнар поселокĕнчи Анастасия Иванова, Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнчи Алена Тимофеева тата Канаш районĕнчи Вероника Чумикова, тĕнче спорт мастерĕ Надежда Федорова. Пирĕн ентешсенчен иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çавăн пекех Шупашкарти студенткăсем Ксения Шевцова, Светлана Тимофеева, Татьяна Тарасова, Кÿкеç поселокĕнчи Екатерина Семенова, Çĕмĕрле районĕнчи Анастасия Кормакова-Ярды тата Елчĕк районĕнчи Мария Зайцева йышăнчĕç.

Петр СИДОРОВ.

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.