- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш пики - Çĕпĕр илемĕ
Пике... Çак сăмах чылайăшне «илемлĕ» пĕлтерĕшпе çывăх. Ку тĕрĕсех мар. Чăваш тĕнчинче «пике» тени хĕрĕн сăн-пит илемне çеç мар, унăн чун илемлĕхне те кăтартать. Чиперлĕх, шалти тĕнчен пуянлăхĕпе тасалăхĕ. Вăл хĕвел евĕрех йăлкăшса чăн чăваш пикин илемлĕхне палăртать. Шăпах çакна шута илсе Çĕпĕрте «Чăваш пики - 2014» конкурс иртрĕ.
Кăçал çак ята çĕнсе илессишĕн Тюмень, Сургут, Нефтеюганск хулисенче, Канаш, Çĕнĕ Александровка чăваш ялĕсенче пурăнакан 8 пике тупăшрĕ. Палăртса хăвармалла: 1 миллион ытла чăваш пурăнакан тăван республикăра иртнĕ конкурса 16 пике хутшăннă пулсан 30 пин чăваш тĕпленнĕ Тюмень облаçĕнче 8 хĕр кăмăл туни чăвашлăх ăçта вăйлăрах аталаннине кăтартать.
Чăваш Енрен аякра пурăнаççĕ пулин те конкурс йĕркелÿçисем халăх сăнне, йăли-йĕркине сыхласа хăвармаллине, чĕлхене, çырăва аталантармаллине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах пикесем тупăшура сцена тăрăх аялти тумпа утса çÿремерĕç. Чи пĕлтерĕшли - тăван чĕлхене, этнографие лайăх пĕлни. Пикесем палăртнă тăрăх, ку çăмăлах пулман, вĕсенчен чылайăшĕ чăвашла таса калаçаймасть. Малалла вулас...
Владимир ВАСИЛЬЕВ,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ
ЧПУ профессорĕ.
Комментари хушас