Чăваш патшалăх университечĕ паян çур ĕмĕрхине уявларĕ
12 Oct, 2017 | Вĕрентÿ | уявсем

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ 50 çул тултарнине халалласа паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Аслă шкула Мускаври энергетика институчĕн Атăл тăрăхĕнчи тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн никĕсĕ çинче 1967 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Çĕршыври ятлă-сумлă, инновациллĕ аслă шкулăн туслă коллективне сумлă юбилейпе саламласа РФ вĕрентÿпе наука министрĕ О.Васильева, РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ В.Никонов, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи — Мускаври, Чулхулари, Чĕмпĕрти, Гроднори, Тутар, Мари, Мордва, Калмăк тата ытти субьектри — ĕçтешĕсем çак кунсенче ăшă саламсем çитернĕ.

Республикăри общественноç вара вĕсене ĕнер чысларĕ. Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, министерствăсемпе ведомствăсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем, хăнасем хутшăнчĕç.

Регион ертÿçи аслă шкула сумлă уявпа саламланă май унăн çитĕнĕвĕсене уйрăммăн палăртрĕ. Акă, тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх университетне йĕркеленĕ чухне электротехника отрасльне хамăр хутлăхра анталантарассине тĕпе хунипе паян ку енĕпе республика ячĕ-шывĕ çĕршывра кăна мар, тĕнчере те ырăпа палăрса тăрать.Чăваш электроприборĕсем рынокра тивĕçлĕ вырăн тупнă. Е тата медицинăна илер: 50 çул каялла сывлăх сыхлавĕпе мухтанма пултарайман тăк, паян Чăваш Енри центрсенче пысăк технологиллĕ пулăшусемпе усă кураççĕ. Çак çитĕнÿсенче ЧПУран вĕренсе тухнă специалистсен тÿпи чăннипех пысăк. Влаç тытăмĕнче вăй хуракансен пысăк пайĕ университетра ăс пухнă. Михаил Игнатьев аслă шкулăн ăсчахĕсене ăста та пултаруллă кадрсем хатĕрленĕшĕн тав турĕ. «Хăвăр тивĕçĕре чăннипех хаклама пĕлетĕр, çĕршывăн пулас çыннисене хатĕрлетĕр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн. Сывлăхлă пулăр, пултарулăхăр тапса тăтăр», — терĕ вăл университетăн маттур та ăнăçуллă вĕрентекенсен йышне республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен тата Раççей наградисемпе чысланă май.

Валентина СМИРНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас