Чăваш киновĕн малашлăхĕ пур

3 Чÿк, 2016

Унччен: «Чăваш кĕнекине ĕне çинĕ», – тетчĕç. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ÿкернĕ чăвашла фильмсенчен темиçешне пăхнă хыççăн чăваш киновне те çав выльăхах тĕп туман-ши тесе аптăранине, И.Максимов-Кошкинские çитекен çук тесе тиркенине пытарам мар. Ун чухне манăн куç тĕлне лекнисен сценарийĕ те айванччĕ, чăн-чăн сцена ăстисем выляманран рольсене ĕнентерÿллĕ калăпламастчĕç, кадрсем пахалăхсăрччĕ, актерсен сасси начар илтĕнетчĕ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхрĕ, чăваш киновĕнче самай улшăну пулчĕ. Çакна Пĕтĕм чăвашсен «Асам» II кинофестивальне тăратнă фильмсем те çирĕплетрĕç.

Конкурсра – 27 кинокартина

Тăван халăх режиссерĕсемпе сце­нарисчĕсен ĕçĕсене хакламалли мероприятие пуçласа пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче ирттернĕччĕ. Кăçалхине йĕркелекенĕсем – ЧР Кинематографистсен пĕрлешĕвĕ /ертÿçи – Олег Цыпленков/, республикăн Культура министерстви, Чăваш наци конгресĕ. Раççейри Кино çулталăкĕпе пĕр килнĕ мероприятие Наци ĕçĕсен федераци агентстви те ирттерме пулăшнă. Кăçалхи кинофестиваль регионсен хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форумпа пĕр килчĕ.

«Асам» юпа уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче ĕçлерĕ. Конкурса тăратнă фильмсемпе пĕрлех унта кĕмен Алтайри, Болгарири, Кăркăсстанри, Пушкăртстанри, Тутарстанри, Якутири тата хамăр патри авторсен картинисене хакланă. Вĕсене ЧР Наци библиотекинче, Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче кăтартрĕç. Кăçалхи конкурса 27 кинокартина хутшăнчĕ, çав шутра илемлĕ фильмсем – вунпĕр, анимациллисемпе документлисем – сакăршар. Фестивале пуçласа ирттернĕ чухне пурĕ 11 ĕç тăратнăччĕ.

Малалла вулас... Вера ЭВЕРККИ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.