Чăваш каччисене чикĕре кĕтеççĕ

18 Раштав, 2015

Федерацин Хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ çамрăксене Раççей ФХСĕн чикĕ хуралĕн профильлĕ институчĕсене вĕренме кĕмешкĕн ярать. Тĕплĕнрех управленин кадрсен пайĕнче ыйтса пĕлтĕмĕр.

Унта пытармаççĕ: 90-мĕш çулсен варринче демографи лару-тăрăвĕ çивĕчленнĕ май паян офицерсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕсене ямалли çамрăксен йышĕ чакни куçкĕрет. Чи малтанах çав çулсенче ача çуратасси чакнине кура паян шкул пĕтерекенсен йышĕ пĕчĕк, тепĕр енчен, нумайăшĕ сывлăх енĕпе тивĕçтермест. Çавăнпах управленире хăйсен шанăçне ялсенче çитĕннĕ яшсемпе çыхăнтараççĕ. Малалла вулас...

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: