Чăваш хĕрĕсем - чи маттуррисем

28 Чÿк, 2014

Чăн та, хĕрарăмсем пур енĕпе те арçынсенчен пултаруллăрах та хастартарах пулнине тахçанах çирĕплетнĕ. Çавăнпа юлашки çулсенче пикесем спортра пысăк çитĕнÿсем тунинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. ЧР Спорт министерствинче иртнĕ савăнăçлă мероприятире те çак шухăшах палăртрĕç.

Ку хутĕнче унта самбо тата армспорт енĕпе иртнĕ тĕнче турнирĕсенче тĕрлĕ награда çĕнсе илнĕ хĕрсене чысларĕç. Маттурскерсемпе вĕсен тренерĕсене Сергей Мельников министр, самбо шкулĕн директорĕ Сергей Малов, ЧР самбо федерацийĕн президенчĕ Евгений Селиванов, «Энергия» спорт шкулĕн ертÿçи Сергей Новичков саламларĕç. «Юлашки виçĕ çулта пирĕн спортсменсем çĕнтерÿсемпе ытларах савăнтараççĕ. Тĕнчери чылай ăмăртăва хутшăнма тăрăшаççĕ вĕсем. Эпир сирĕнпе, этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕпе, уйрăмах мухтанатпăр. Сирĕн наградăсем пирĕншĕн - чи пысăк парне. Тĕрлĕ чемпионатра мала тухса эсир республика тата çĕршыв ят-сумне çÿле çĕклетĕр. Малашне те çитĕнÿ картлашкипе çÿлерех те çÿлерех хăпарма сунатăп», - терĕ Сергей Владимирович чиперккесемпе вĕсен вĕрентекенĕсене стипендипе преми илмеллине ĕнентерекен сертификатсемпе наградăланă май.

Раççей спорт мастерĕсем Эдера Лаврентьевăпа Наталья Степанова тата спорт мастерĕн кандидачĕ Вера Лоткова /тренерĕсем - Сергей Пегасовпа Дмитрий Осипов/ самбистсен йышĕнче чи вăйлисем. Октябрь уйăхĕнче Кăнтăр Корейăри Сеулта иртнĕ тĕнче ăмăртăвĕнчен ылтăнпа кĕмĕл медальсемпе таврăннăскерсем Чăваш Ен спортсменĕсем маттур пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Эдера Лаврентьевăна уйрăмах палăртмалла, пике çамрăксен чемпионатĕнче виççĕмĕш çул малти вырăнсене йышăнать. 2012 çулта вăл хĕрсен ушкăнĕнче - пĕрремĕш, 2013 çулта иккĕмĕш пулнă, кăçал ăна каллех ăннă - «ылтăн». Эдерăран темиçе çул кĕçĕнрех Вера Лоткова вара çĕршыв турнирĕнче çĕнтерÿçĕ ятне икĕ хут тивĕçнĕ. Кăçал спортсменка тĕнче турнирĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Тĕлĕнмелле, иккĕшĕ те финалта Казахстан самбисчĕсемпе вăй виçнĕ. Вĕсен тусĕ Наталья Степанова хĕрсен ушкăнĕнче тупăшса иккĕмĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕрхи чемпионатра та вăл тăван тăрăха «кĕмĕл» илсе килнĕччĕ. Хĕрсем пĕлтернĕ тăрăх - вĕсен Сеул хулине курса çÿреме вăхăт пулман, çапах та Олимп паркĕ пуян та илемлĕ пулнине пĕлтерчĕç.

Вильнюсра иртнĕ тĕнче ăмăртăвĕнче виçĕ медаль çĕнсе илнĕ Олеся Игнатьевăпа Эльмира Алеева музее кĕрсе курма, хула курса çÿреме вăхăт тупнă. Унти ăшă çанталăк ытларах кăмăла кайнă вĕсене. Армспорт ăстисем профессионал спортсменсем мар, çавăнпа вĕсем тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ. Олеся Игнатьева журналист пулма хатĕрленет, çав вăхăтрах ЧР Спорт министерствинче ĕçлет. Вăл юлашки çулсенче чылай турниртан медальсемпе таврăнчĕ. Чăваш патшалăх университечĕн спорт клубĕн тренерĕ Алексей Атласкин патĕнче ăсталăха туптаканскер кăçал Европа ăмăртăвĕнче /Азербайджанра иртнĕ/ ылтăн тата кĕмĕл медаль, Пĕтĕм Раççейри «Урал кубокĕ» турнирта та /Санкт-Петербург/ сумлă награда çĕнсе илнĕ. Кăçалхи сезон пĕтĕмлетĕвĕпе ăна тата унăн ентешне Марина Ивановăна РФ армспорт федерацийĕ чи лайăх спортсменсен йышне кĕртнĕ. Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ тутар хĕрĕ Эльмира Алеева шкулта вĕреннĕ чухнех армспортпа туслашнă, университета вĕренме кĕрсен спорт секцине çырăннă. Пулас юристăн пухматĕнче халĕ вун-вун медаль.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: