- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш эстрадин иксĕлми пуянлăхĕ,
е Раççейре Автор прави çинчен калакан саккун ĕçлеменни пирки
Икĕ çул каялла пирĕн пата хăнана Молдова Республикинчен тăвансем килчĕç. Тăван республикăран аякра пурăнса чăваш юррисĕр тунсăхласа çитнĕскерсем пире радио ярса пама ыйтрĕç. Унччен те пулмарĕ - Чăваш наци радиовне итлесе ларакансем шартах сикрĕç. Эфирта янăракан Алексей Московскин "Мăшăр çунат" юррин кĕввине пирĕн хăнасем питĕ лайăх пĕлеççĕ иккен. Тепĕр тесен, епле пĕлмĕн? Ку кĕвĕ тăрăх хывнă юрра Молдова артисчĕ Николай Гута шăрантарать-çке. Юрри тăван тăрăхĕнче кăна мар, тĕнчипе анлă сарăлнăскер.
Мĕн пытармалли, чăваш эстрадинче Раççей, ют çĕршыв композиторĕсем хайланă кĕвве килĕштерсе "йăкăртакан" питĕ нумай. Чикĕ леш енчи музыкантсемпе артистсен кĕввине вăрласа юрă тăваççĕ те "хам çыртăм, хам кĕвĕлерĕм" тесе çÿреççĕ. Паян вĕсене тишкерер-ха.
Пĕр-пĕринчен юлмаççĕ
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн Сергей Павловăн пултарулăхне нумайăшĕ килĕштерет. Унăн "Пур-и юрату?", "Акăшпи", "Кĕтсе ывăнтăм сана" юррисене пĕлмен чăваш çук ĕнтĕ. Тепĕр тесен, хулара пурăнакан вырăссем те кăмăллаççĕ ăста артистăн пултарулăхне. Анчах вăл та ют çĕршыв композиторĕсен хатĕр юрри-кĕввипе усă курать. Акă, сăмахран, "Савнă ялăн" кĕввине узбексенчен илнĕ. Узбекла ăна Анвар Санаев шăрантарать. "Шаккăттăм" юрă кĕввине вара Турци поп-мусăкçинне Тарканăнне илнĕ. Залиф Биксалинпа пĕрле юрлакан "Астăватăн-и, чунăм?" кĕввине те вĕсем узбексенченех илнĕ.
Алексей Московский те хăш-пĕр юррине çичĕ тинĕс леш енчи композиторсен кĕввипе усă курса хатĕрленĕ. Бразили юрăçи Мишель Тело "Чу-ча-чапа" тĕнчипе палăрнăран Алексей та çав кĕвĕпе чăвашла юрлама шухăшланă. Унăн "Роман", "Çăмăлттай пике" юррисене итленĕ чухне те ют çĕршыв музыкантсен кĕввисене уйăрса илетĕн. Алексейпа "Чу-ча-ча" тесе юрлакан Андрей Думилин та автор правине пăхăнманни палăрать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультетĕнче вĕренекенскер çакна мĕншĕн уямасть-ши? Вăл яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа килĕшекен "Хула пики", "Сана пула" кĕввисене çыртарма хăйĕн кĕсйинчен укçа кăларман, янттине илсе юрă калăпланă та халĕ концертран концерта чупать кăна. Малалла вулас...
Комментари хушас