Чăваш Енри выçлăх

26 Утă, 2014

1921-1922 çулсем Чăваш Еншĕн питех те хăрушă пулнă: выçлăх хуçаланнă. Халăх çак инкеке мĕнле майпа чăтса ирттернĕ-ши?

С.МИХАЙЛОВ.
Канаш хули.

Çав çулсенче выçлăх вăтам тата анат Атăлçире, Хура тинĕс тата Урал тăрăхĕнчи районсенче, Хĕвел анăç Çĕпĕрте хуçаланнă. 1921 çулхи çуркуннехи тата çуллахи типĕ çанталăк выçлăх сăлтавĕсенчен пĕри çеç. Тĕнчен пĕрремĕш тата Граждан вăрçи çулĕсенче Чăваш Енри хресчен хуçалăхĕ вăйлă хавшанă. Çар коммунизмĕ тапхăрĕнчи продразверстка та витĕм кÿнĕ.

Икĕ çулта Чăваш Енре выçса тата чирлесе 13238 çын вилнĕ. Облаç хăй тĕллĕн ку инкеке парăнтарма пултарайман. Правительство продразверстка вăхăтĕнче пухса хатĕрленĕ саппассемпе усă курма ирĕк паман. 1921 çулхи çулла тин Мускавра выçăпа аптăракан Чăваш автономи облаçне пулăшма йышăннă. Пулăшăва патшалăхăн анлă кампанийĕ пек йĕркеленĕ. Çак тапхăрта хресченсенчен налук пухассине пăрахăçланă, вăрлăхпа, апат-çимĕçпе, укçапа т.ыт.те тивĕçтерме йышăннă.

Уйрăмах ачасемшĕн тăрăшнă. Чылай ялта пĕчĕккисем валли столовăйсем уçнă. 1921 çулхи чÿк уйăхĕнче вĕсен шучĕ 197 пулнă. 1922 çулхи утă уйăхĕ тĕлне 1549-а çитнĕ. Çавăн пекех аслисене те общество апатланăвĕпе тивĕçтерме тăрăшнă. Выçлăхпа кĕрешмелли тĕп меслетсенчен пĕри - çынсене çĕр-шывăн ăнăçлă районĕсене тата яланлăх пурăнма Çĕпĕре ăсатни. Мускава, тĕп тата хĕвел анăç кĕпĕрнесене 5744 ачана эвакуациленĕ. 29000 çын Çĕпĕре тата ытти района тухса кайнă.

Ют çĕр-шывсем те выçлăхпа кĕрешме нумай пулăшнă. Пĕтĕм тĕнчери ĕç халăх пулăшăвĕн комитечĕ, Америкăн пулăшу администрацийĕ, Хĕрлĕ Хĕрес организацийĕсен урлă 400 пин ытла пăт апат-çимĕç килнĕ. Пĕтĕм тĕнчери тред-юнионсен федерацийĕ выçă ачасем валли 40 пин паек уйăрнă. Патшалăх тата мĕн пур халăх пулăшăвĕ Чăваш автономийĕнчи вун-вун пин çын пурнăçне, ял хуçалăх производствин хăвачĕ чакасран сыхласа хăварнă.

Выçлăх хыççăнхи синкере сирме патшалăх, облаç, уес шайĕнче ятарлă комиссисем йĕркеленĕ. Вĕсем 1923 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен экономикăна йĕркене кĕртес, общество апатланăвне йĕркелес, эвакуаципе кайнă халăха каялла таврăнма пулăшас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Пĕтĕмпе фонда 353467 пăт тырă, 79952 пăт апат-çимĕç, 4916432 тенкĕ укçа, 241 пăт эмел т.ыт.те пухăннă.

Чăваш Ен 1921-1922 çулсенчи выçлăхра çĕр-шывăн ытти районĕнчен вăйлăрах шар курни пĕрремĕш пилĕк çуллăх пуçланичченех сисĕнсе тăнă. Çав тапхăрта арканнă халăх хуçалăхĕ унăн экономикине вăй илме чылай хушă чăрмантарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.