Чăваш Енри вăрçă ветеранĕсен Санкт-Петербурга тÿлевсĕр çитсе килме май пур

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Чăваш Енри ветерансен çу уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче Санкт-Петербурга тÿлевсĕр кайса килме май пулĕ. Уяв парнине хатĕрлени - "РусЛайн" авиакомпани.

Чăваш Енĕн Транспорт тата çул-йĕр министерстви хыпарланă тăрăх, авиабилетсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕнченех сутма пуçланă. Ветеранпа пĕрле çула тухнисене çур хакпа илсе кайса килĕç. Тĕплĕнрех пĕлес тесен 8-800-5555-800 тÿлевсĕр номерпе талăкĕпех шăнкăравлама юрать е 5555@rusline.aero электрон адреспа ыйтса çырмалла.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас