Чăваш Енри усламçăсем аренда хакĕ пысăккишĕн кăмăлсăрланнă

6 Юпа, 2017

Шупашкарти "Николаевский" комплексра сутакан усламçăсем Чăваш Ен Пуçлăхне аренда хакĕ пысăк тесе евитленĕ. Хулари пасарсене республика ертÿçи Михаил Игнатьев "Кĕр парни - 2017" ярмăрккăна епле йĕркеленипе паллашма кайнă. Пасарсен ĕçĕпе çавăн пекех республикăн ял хуçалăх министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Марина Загребаева тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков кăсăкланнă.

"Николаевский" пасарта хамăр патри тавара кăна мар, кÿрсе килнĕ продукцие те сутаççĕ. Унтах "Кĕр парни" ярмăрккă йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем машинăранах тавар сĕнеççĕ, вĕсем вырăн укçи тÿлемеççĕ. Михаил Васильевич ассортиментпа паллашнă, хаксене пăхса çаврăннă, туянакансемпе тата сутуçăсемпе калаçнă.

Пасарта ялан ĕçлекен усламçăсем аренда хакĕ пысăк тесе пăшăрханнă, пахча çимĕç тата улма-çырла туянакансем кĕркунне сахалланнине кура тÿлев виçине чакарма сĕннĕ. Михаил Игнатьев суту-илÿ комплексĕн пуçлăхĕсене хаксене арендаторсемпе пухăнса сÿтсе явма сĕннĕ.

"Çурçĕр" ярмăрккăра вара пăшăрханса мар, савăнса калаçнă. Унтисем хамăр патра тавар туса илекенсем валли "Кĕр парни" йышши ярмăрккăсем йĕркеленĕшĕн тав тунă. Михаил Игнатьев Эльгер урамĕнчи пĕчĕк пасарта та пулнă. Унта ялтисем те хайсен таварне сутаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ Шупашкар тата Муркаш районĕнчен килнĕ. Пахча çимĕçпе пĕрлех унта пыл, сĕт-çу, çăмарта пур.

Кăçалхи "Кĕр парни" ярмăрккă çак канмалли кун вĕçленмеллеччĕ, анчах ăна юпа уйăхĕн 15-мĕшĕ таран тăсма йышăннă. Сăмах май, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков иртнĕ уйăх вĕçĕнче хулари яваплă специалистсене "Кĕр парнине" тивĕçлипе йĕркелемен тесе ÿпкеленĕччĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас