Чăваш Енри пăхаттир-пуçлăх Шупашкар районĕнче пурăнать

Чăваш Енри пăхаттир-пуçлăх Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕнче пурăнать. Тĕрĕсрех каласан, асăннă тăрăха ертсе пырать.

Паян Шупашкар районĕнчи Станьялĕ çывăхĕнчи Чемен картинче Муниципалитет пĕрлешĕвĕн служащийĕн тата пуçлăхĕн X кунĕ иртрĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Пуçлăхĕн çумĕ – республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов, ЧР Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, канашăн правленийĕн ертÿçи Александр Куликов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Виталий Станьял краевед хутшăнчĕç.

Спорт тумĕ тăхăннă муниципалитет служащийĕсем мероприятие официаллă майпа уçичченех тĕрлĕ енпе тупăшрĕç. Ăмăрту иртнĕ вырăн та илемлĕхпе тыткăнларĕ. Чемен картинче йĕркеленĕ вырăна, сăмах май, Михаил Игнатьев та пăхса çаврăнчĕ. Краеведенипе историн центрне хакланă май вăл унти музейпа паллашрĕ. Çавăнтах воллейбол тата футбьол вылямалли лаптăксем йĕркеленĕ. Михаил Васильевич унта «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт тытăмĕн нормативĕсене йышăнма та май пуррине палăртрĕ. Тата республика Ертÿçи спорт коллективсене туслаштарнине, пĕр шухăшлатнине асăнса хăварчĕ.

Виçĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕнче Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Мульдияров пĕрремĕш вырăн йышăннă май вăл «Пăхаттир-пуçлăх» номинацире палăрчĕ, иккĕмĕш вырăнта – Тăвай районĕнчи Йăнтăрччă ял тăрăхĕнчи Анатолий Семенов, виççĕмĕшĕнче – Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕнчи Денис Денисов.

Мероприятире пуçлăхсем утă çулса та тупăшрĕç: пĕчченшерĕн те, командăпа та хакларĕç вĕсен тăрăшăвне. Пĕрлештернĕ ушкăнсенчен Шупашкар районĕсем мала тухрĕç, иккĕмĕшĕнче – Сĕнтĕрвăрри районĕсем, виççĕмĕшĕнче – Канаш районĕсем.

www.hupar.ru

Вера ТИТОВА. Cap.ru порталти сăнÿкерчĕксем.

Комментари хушас