Чăваш Енри митрополита çуралнă кунпа саламланă

21 Ака, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕн митрополитне Варнавана çуралнă кунпа саламланă.

Михаил Игнатьев Варнавăна Вырăс православи чиркĕвĕн ырлăхĕшĕн нумай çул ĕçленĕшĕн тав тунă. Митрополита вăл пĕлтерĕшлĕ социаллă ыйтусене татма, нацисем тата религисем хушшинчи туслăха çирĕплетме тÿпе хывнăшăн ырăпа палăртнă. "Эсир епархие ертсе пынă вăхăтра ăс-хакăлпа культура йăли-йĕркине упраса хăварма нумай ĕç тунă", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Владыкăна çуралнă кунпа Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов тата ыттисем те  саламланă.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас