Чăваш Енри арçын киллер пулма килĕшнĕ

19 Утă, 2017

Чăваш Енри пĕр арçын киллер пулма килĕшнĕ. 25-ри каччă пурнăçне 2 миллион тенкĕпе хакланă.

Чулхула облаçĕнчи предпринимателĕн 25-ри ывăлне Мускавра пурăнакан икĕ этем (вĕсенчен пĕри маларах усламçăн компаньонĕ пулнă) вĕлерес тенĕ. Киллер пулма килĕшекен çынна вĕсем Чăваш Енре тупнă. Пуян ывăлĕн пурнăçне татнишĕн 2 миллион тенкĕ тÿлеме шантарнă. Тĕпчевçĕсем шухăшланă тăрăх, арçынсенчен пĕри унчченхи ĕçтешĕн ывăлне вăрлас та вĕлерес, унтан вăл чĕрĕ тесе усламçăран укçа сăптăрас тенĕ.

Усал шухăш тытнисен çулне, REGNUM информагентство хыпарланă тăрăх, Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем пÿлнĕ. Халĕ ку ĕçпе тĕпчев пырать.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас