Чăваш Енре янраççĕ «Раççей юррисем»

Раççей халăх артистки Надежда Бабкина пуçарăвĕпе чăмăртаннă «Раççей юррисем» фестиваль-марафон 2007 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче «старт» илнĕ. Пирĕн республикăра вăл 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулнăччĕ. Ун чухне çĕр-шывĕпе паллă коллектив Елчĕк, Муркаш, Йĕпреç районĕсенче, çавăн пекех Улатăр, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисенче концертсем кăтартнăччĕ, ял-хула çыннисемпе тĕл пулнăччĕ, вырăнти коллективсем валли ăсталăх класĕсем ирттернĕччĕ.

Ултă çул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Кемĕр, Иваново, Новосибирск, Владимир, Чул хула, Ленинград, Орел, Рязань, Ярославль, Пенза, Смоленск облаçĕсенче, çавăн пекех Чăваш, Мари, Çурçĕр Осети-Алани, Карел республикисенче тата Краснодар, Хабаровск, Алтай крайĕсенче, Ханты-Манси автономи округĕнче иртнĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха асăннă фестиваль пирки? Культура çулталăкĕнче Чăваш Ен ăна тепĕр хут йышăнчĕ. Надежда Бабкина ертсе пыракан «Русская песня», «Славяне» ансамбльсем, «После 11» ушкăн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор, казак юррисен «Криница» /Краснодар/, удмурт юрăпа ташă «Айкай» /Удмурт Республики/ ансамблĕсем тата ыттисем /пурĕ 120 çын/ пуш уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта /пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче/, Элĕк /25/, Куславкка /26/ районĕсенче, Канаш /27/ хулинче пулĕç. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче гала-концерт иртĕ.

Тунти кун вара паллă юрăçа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăнчĕ.

Кăмăллă калаçу хыççăн Михаил Васильевич тата Надежда Георгиевна журналистсемпе тĕл пулчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Кăçалхи марафон шăпах пирĕн республикăран пуçланнин сăлтавне Раççей халăх артистки çакăнта курать:

- ЧР Культура министерстви пуçарулăх кăтартрĕ,- терĕ Н.Бабкина. - Унăн сĕнĕвне шута илсе çак тăрăха - Чăваш Ене, Мордва Республикине тата Киров облаçне - çула тухрăмăр.

Шупашкарта çичĕ çул каялла пулнăччĕ. Пур çĕрте те лайăх йышăнаççĕ, анчах та Республика кунĕнче Хĕрлĕ лапамра ирттернĕ концерт нихăçан та асран тухмĕ. Çав самантра тĕрлĕ наци культури тĕл пулчĕç, пĕр-пĕрин пултарулăхне курса чунпа вăйлантăмăр. Кунашкалли халĕччен пулманччĕ-ха.

- «Раççей юррисем» фестиваль-марафон тапхăрĕнче иртекен ыр кăмăллăх концерчĕсене мĕнле хаклатăр? - ыйтрĕç М.Игнатьевран.

- Надежда Бабкина пуçарăвĕпе йĕркеленĕ фестиваль пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк, - терĕ Михаил Васильевич. - Çакăн пек мероприятисем Раççейĕн нумай нациллĕ халăхĕсен культурине чĕртсе тăратма пулăшаççĕ. Республикăра та ку енĕпе начар мар ĕçлетпĕр. Надежда Георгиевна хăйĕн шухăшне пурнăçа кĕртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем Раççей халăх юррисене кăмăлласа итлеççĕ, вĕсем вун-вун, çĕр-çĕр çул пурăнма хавхалану кÿреççĕ.

Журналистсене фестиваль-марафонăн тĕллевĕсем кăсăклантарчĕç. Чаплă юрăç вĕсене çакăн пек палăртрĕ:

- Маншăн çакă пĕлтерĕшлĕ: кирек хăш регионта пурăнакан халăхăн пултарулăхĕ хăй евĕрлĕхпе палăрать. Вырăнти çынсен тумне, эрешне алла тытса пăхни, юрри-кĕввине итлеме пултарни мĕне тăрать. Хам енчен вĕсене пулăшма тăрăшатăп. Фестиваль тĕллевĕсем пысăк: çĕр-шыври наци культура çыхăнăвĕсене çирĕплетесси* ирттерекен мероприятисене халăхăн пысăк йышне явăçтарасси* кăмăл-сипет, чун çирĕплĕхĕ тĕлĕшĕнчен воспитани парасси.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.