Чăваш Енре уяв-кану кунĕсенче 1,7 пин мероприяти иртĕ

25 Раштав, 2017

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура культура министрĕ Константин Яковлев уяв-кану кунĕсенче республикăра 1,7 пин ытла мероприяти иртессине çирĕплетрĕ. 

Шупашкар кăна мар, районсем те айккинче юлмĕç — республика тăрăх çулçÿрев программине те йĕркеленĕ. Патăрьел, Тăвай районĕсенче çак кунсенчĕ çĕнĕ культура çурчĕсене уçма палăртнă. Республика Пуçлăхĕ вара уяв ячĕпе йышăну ирттерме палăртнă. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас