Чăваш Енре укçаллă ĕç вырăнĕ те пайтах
Правительствăн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин 2018 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет тĕп вырăнта пулчĕ.
Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх, республикăра паян вакансисен шучĕ пĕчĕк мар — 18 пине яхăн. Вĕсем тĕлĕшпе ĕç паркансем сĕнекен вăтам шалу 18,4 пин тенкĕпе танлашать. Çак виçе республикăри вăтам ĕç укçин 70% шайĕнче. Анчах уйрăм отрасльсенче тÿлев самай пысăкрах. Строительство организацийĕсем, сăмахран, каменщиксене уйăхра 45 пин тенкĕ тÿлеме шантараççĕ, сварщиксем кирлĕ — 43 пин…
Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев çак самантсем пирки халăха тивĕçлĕ информаци памалли пирки пайăррăн каларĕ. Вăл халăхра шухăш-кăмăл урăхлараххине туять: Чăваш Енре ĕç вырăнĕсем, лайăх ĕçлесе илмелли майсем çук, çавăнпа çамрăксем Мускава, ытти çĕре ĕçлеме каяççĕ теççĕ, «провокаторсем вара çакнашкал калаçусен айне вут хурсах тăраççĕ». Ун шучĕпе, республикăри чăн лару-тăру апла мар, нумайăшĕ тĕрĕс информацие пĕлмест. Укçаллă вакансисемпе çыхăннă информацие хула хаçачĕсенче кăна пичетлени çителĕксĕр: «Çамрăксем паян — интернетри сетьсенче, çамрăк çемьесенчен хăшĕсем телевизор та туянмаççĕ».
Комментари хушас