Чăваш Енре Культура ĕçченĕн кунне уявларĕç

25 Пуш, 2019

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Паянхи лару ыттисенчен ăна Культура ĕçченĕн кунĕнче ирттернипе уйрăларах тăчĕ.

Коллеги ĕçне Чăваш Ен Культура министерствин коллеги членĕсем, министерство çумĕнчи Общество палатин членĕсем, культура пайĕсен пуçлăхĕсем, ведомство учрежденийĕсен пултарулăх ертÿçисем, наци культура пĕрлĕхĕсен, пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Лару вăхăтĕнче савăнăçлă самантсем те пулчĕç: ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем, пултарулăх ăнтăлăвĕнче палăрнă çамрăксемпе студентсене ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем пачĕç.

Мероприяти Культура ĕçченĕн кунне халалланă уяв концерчĕпе вĕçленчĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас