Чăваш Ен урлă иртекен раллие тĕнчери телеканалсем кăтартĕç

26 Çĕртме, 2017

Пĕтĕм тĕнчери «Пурçăн çул» 7-мĕш раллие хутшăнакан спорстменсене тĕнчери телеканалсем кăтартĕç. Аса илтерер: марафон утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ тÿремре старт илĕ.

Раççей, Казахстан тата Китай территорийĕсемпе 9,5 пин ытла çухрăма хыçа хăваракан спортсменсен ăмăртăвне пĕтĕм тĕнчери 55 телеканал тата онлайн меслетпе кăтартĕç. Раççейрисенчен «Матч ТВ» тата «Раççей 24» марафона эфира туллин кăларĕç, НТВ тата Russia Today – сыпăкшерĕн.

Чăваш Еншĕн те ку ралли пĕлтерĕшлĕ. Çула тухнă спортсменсем Чăваш Енпе иртĕç. Етĕрне районĕпе 61 çухрăм иртнĕ хыççăн çĕр каçма Шупашкара килĕç. Вĕсен ячĕпе Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре савăнăçлă мероприяти ирттерме палăртнă. Шупашкарти аэропортра вĕсем валли палатка лагерĕ йĕркелĕç.

www.hypar.ru

 

Теги: 

Комментари хушас