Чăваш Ен: терроризмпа экстремизмшăн çул хупă

26 Юпа, 2016

Çапах лăпкă республикăра та сыхлăха çухатма юрамасть

Чăваш Ен яланах лăпкă регион шутланнă. Çакăнта, паллах, пирĕн халăхшăн кăтартуллă толерантлăх витĕмĕ пысăкки куçкĕрет. Акă мĕншĕн «пирĕн республикăра мĕн терроризмĕпе экстремизмĕ пулма пултартăр?» текенсене ăнланма та пулать. Анчах усалли пĕрре пулать. Çакна кÿршĕллĕ Чулхулари тĕслĕх лайăх çирĕплетет. Чулхула облаçĕ те — лăпкă регион. Анчах çак кунсенче унта террористсене сиенсĕрлетни хайхи лăпкăлăха кисретмеллипех кисретрĕ. Перкелешÿ, граната сирпĕнни... Акă мĕншĕн паянхи условисенче сыхлăха самантлăха та çухатма юрамасть.

Кашни халăх — тĕрлĕ

Республикăн Шалти ĕçсен министерствин Экстремизпа кĕрешекен центрĕнче те хаçат корреспонденчĕпе Чăваш Енри терроризмран, экстремизмран сыхланассипе çыхăннă лару-тăру пирки пуçарнă калаçăва шăпах Чулхулари ĕç-пуçа аса илнинчен пуçларĕç. Телее, пирĕн патра юлашки çулсенче кунашкалли пулман. Ан та пултăр. Çапах 128 наци çынни пурăнакан республикăра тĕрлĕ халăх представителĕсен хутшăнăвĕсем çивĕчленесрен асăрханас енĕпе çине тăрса ĕçлемелли каламасăрах паллă. Ку енĕпе профилактика ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Терроризмпа, экстремизмпа кĕрешесси ШĔМ тивĕçĕ кăна мар — нумай тытăмăн пĕрлехи ĕçĕ. Республикăра Наци антитеррор комитечĕ ĕçлет, унăн представителĕсем кашни районтах пур. Право хуралĕн органĕсем Чăваш Енри наци диаспорисемпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсен пулăшăвĕ пысăккине палăртаççĕ. Чылай халăх представителĕсен диаспорисем чăмăртаннă — азербайджансен, грузинсен, таджиксен, чеченсен... Таджиксем тенĕрен, вĕсен йышĕ виçĕ ушкăна пайланас, пĕр-пĕринпе хирĕçес туртăм та çуралнă — пире тата çакă çитменччĕ! Паллах, ку тĕслĕхре те право хуралĕн органĕсем ĕç-пуçа айккинчен сăнаса тăман, хайхи ушкăнсен ертÿçисемпе курнăçнă, калаçнă — çивĕчлĕхе сирсе янă.

Мăсăльмансен тĕн организацийĕсен тĕревĕ çирĕп. Сăмах май, Чăваш Енре мăсăльмансен йышĕ пирĕн республикăра пурăнакансен 3% танлашать — тĕпрен илсен республикăн кăнтăр енче, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче, тĕпленнĕ. Экстремизм ытларах чухне радикаллă ислам çине таянма тăрăшнине кура шăпах тĕн çыннисемпе пĕр чĕлхе тупни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мăсăльмансем Экстремизмпа кĕрешекен центр ĕçченĕсене хăйсен пухăвĕсене, уявĕсене чĕнеççĕ — пакунлисем ĕç-пуçа куçран вĕçертмеççĕ.

Çак çыхăну хайхи радикаллă ислам Чăваш Енри мăсăльмансен хушшинче тымар ярасран сыхланма та пулăшать. Сăмахран, кунти пĕр мечĕте Пенза облаçĕнчен иккĕленÿ çуратакан «хăнасем» килни пирки полицие çийĕнчех систернĕ. Çав çынсем кунта темиçе машинăпа çитнĕ-мĕн. Киревсĕр тĕллевлĕскерсем мĕн çăмăлпа çÿренине тĕпченĕ май çав çынсем терроризмпа экстремизм сĕмĕллĕ «Таблиги Джамаат» юхăм представителĕсем пулни палăрнă, вĕсене Чăваш Енри мăсăльмансен хушшинче хăйсен ĕçне тума паман.

Сисчĕвлентерекенни пур

Ют çĕршыв çыннисене илес тĕк — ĕçлеме, вĕренме килеççĕ. Лăпкă регион пулнă май кунта хăйсен бизнесне пуçаракансем те йышлă. Ку ахальтен калани мар. Экстремизмпа кĕрешекен центра Санкт-Петербургри ĕç-пуç пирки каларĕç: скинхедсем лару-тăрăва çивĕчлетеççĕ, азиат сăнлă çынсем хулан хăшпĕр микрорайонне кайманни лайăхрах...

Чăваш Ен лăпкă тетпĕр-ха та, çапах экстремизмпа çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсни сисчĕвлентерет. Кăçалхи 9 уйăхра 21 преступление шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вара ку цифра самай пĕчĕкрех пулнă — 16 тĕслĕх. Тĕпрен илсен пурте Интернетра экстремизм материалĕсем сарнипе çыхăннă. Компьютер — çамрăксен «тетти», çавăнпа та асăннă преступленисене тунисем те — 17-30 çулсенчи çамрăксем. Киревсĕр витĕме шăпах çамрăксем парăнаççĕ вĕт.

Право хуралĕн органĕсем кашни вак-тĕвекшĕн уголовлă ĕç пуçарассишĕн çунмаççĕ. Асăннă йышши преступленисемшĕн суд умне тăракансем те — пирвайхи хут полици куçĕ тĕлне пулнисем мар. «Айванрах» тĕслĕхсемшĕн явап тыттарма Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекс пур: 20.3 статьяпа /экстремизм материалĕсем сарни/ тата 20.29 статьяпа /нацизм символикине сарни/ кăçал 53 адмĕç пуçарнă, 48 çынна явап тыттарнă.

Экстремизм материалĕсен ятарлă списокĕ пур. Паллах, вăл хупăскер мар, экспертсем тĕпчевсем ирттернĕ май вăл е ку материала çавнашкаллисен шутне кĕртме сĕнеççĕ — список анлăланать.

Террористсем тĕрлĕ майпа усă курса ытти çынна витĕм кÿме тăрăшни, вербовка туни вăрттăнлăх мар. Ку енĕпе Интернетпа усă кураççĕ. Хăшпĕр çын виртуаллă тĕнчере хăйсене никам та курмасть, унта нимĕнле йĕр те юлмасть тесе шутлать-тĕр — йăнăшаççĕ. Экстремизмпа кĕрешекен центрта Чăваш Ен çыннисем çавнашкал серепене лекнĕ нумай тĕслĕхе аса илеймерĕç — унашкалли сарăлман, çапах сисчĕвлентерекенни пур. Пĕр арçын, сăмахран, хăйĕн тĕнне улăштарнă — мăсăльман пулса тăнă. Маларах наркотиксемшĕн айăпланнă май колоние лекнĕ. Кавказ çыннисемпе туслашса кайнă, экстремизмпа çыхăннă сайтсене кĕни те хăйĕн ĕçне тунă. Унтан Кавказа кайнă... Пăхма та чăн-чăн ваххабит-мĕн: хăйне евĕр тыткаларăшĕ, сухал... Ăна хупса хунă ĕнтĕ — суд тăватă çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă.

Сири, Украина...

Пĕлтĕрех пирĕн ентешсем Сирие боевиксен енче çапăçма кайнă текен сас-хура тухнăччĕ — кун пирки те ыйтрăмăр. Çук, сăмах ентешсем пирки мар-мĕн. Пĕри — Таджикистанран, тепри — Çурçĕртен. Чăваш Ене тăванĕ-пĕлĕшĕ патне килнĕ те — çавăнпа Чăваш Ен çыннисем тенĕ пулинех. Çапах пирĕн республика çынни Сирие кайнипе çыхăннă пĕр тĕслĕх пулнă-пулнах. Йĕпреç районĕнчен, юлашки вăхăтра Тутарстанра пурăннă. Унта радикаллă ислам витĕмĕ пысăкки паллă — çакă хăйĕн киревсĕр ĕçне тунă-тăр. Сирире 2-3 уйăх пулнă-мĕн, каялла таврăннă чух Турци чиккинче ăна тытса чарнă. Хăй алла хĕç-пăшал тытса çапăçман тет. Пĕлсе пĕтер... Апла-и, капла-и — вăл та суд умне тăнă, ирĕклĕхсĕр юлнăскер халь Чăваш Енри колонисенчен пĕринче.

Уйрăм тепĕр тема — Украина. Донбаса хаяррăн кисретнĕ вăхăтра Раççее тарса килекенсен йышĕ пысăк пулнă май Чăваш Ен те нумай çынна йышăннă. Вĕсен хушшинче террористсем çук-и? — иккĕленÿ ăнсăртран мар. Паллах, право хуралĕн органĕсем те ку ыйтăва куçран вĕçертмен. Вĕсен хушшинче радикалсене тупса палăртман. Чăн та, малтанах шанчăксăр пĕр-икĕ çынна асăрханă-мĕн — вĕсем кунта та «Украинăна мухтав!» тесе кăшкăрашма хăтланса пăхнă. Урăлла мар, ÿсĕрле... Пакунлисем тивĕçлĕ мерăсем йышăннă хыççăн çав «паттăрсем» Чăваш Енрен тухса кайнă.

Украинăран тарса килнисен йышĕ малтанах чăннипех пысăк пулнине кура вĕсене Шупашкарта йышăнма темиçе центр йĕркеленĕ — «Курортный» сиплевпе кану комплексĕнче, «Контурта», Мир проспектĕнче. Халь вĕсем çук ĕнтĕ. Хăшĕсем Украинăна каялла таврăннă, теприсем кунтах юлнă та — е тăванĕсем патне вырнаçнă, е пурнăçне урăх майпа йĕркеленĕ. Кунта çемье çавăрнисем те пур.

Çула май тенĕ пек, паллах, пирĕн ентешсем хăйсем тĕллĕн Украинăна çапăçма кайни-кайманни пирки те ыйтрăмăр. Экстремизмпа кĕрешекен центрта Чăваш Ен çыннисем Украинăра алла хĕç-пăшал тытнине çирĕплетекен информаци çук. Пирĕннисем Донецкпа Луганск енче те, вĕсене хирĕç националистсен хушшинче те çук-мĕн.

Николай КОНОВАЛОВ.

 

Владимир ШИХРАНОВ, ЧР ШĔМĕн Экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕ:

— Юлашки çулсенче Чăваш Енре ют çĕршывсенчен вĕренме килнĕ студентсен йышĕ ÿссех пырать — 1200 çын. Шупашкарти вĕренÿ хакĕ йÿнĕрех, Чăваш Енри лăпкăлăх — çакă илĕртет-тĕр. Терроризмпа экстремизм тымар янă, радикаллă ислам анлă сарăлнă çĕршывсенчен килнĕ çамрăксем те пур. Тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕршывран — Узбекистанпа Таджикистанран пуçласа Иракпа Сири таранах. Турци, Грузи, Армени, Азербайджан, Араб Эмирачĕсем — список вăрăм. Тĕп йыш, 850 çын, Чăваш патшалăх университетĕнче тĕрлĕ профессие вĕренет, тата 350 çын Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухать.

Кашни çĕршывăн, халăхăн — хăйĕн йăли-йĕрки, культури. Чăваш Ене килнĕ май вĕсем çав йăласене кунта илсе килеççĕ. Тепĕр чух ку пирĕн культурăпа килĕшсе тăмасть — хирĕçÿ тухасси те часах. Акă мĕншĕн вĕренме килекен кашни çамрăкпа уйрăммăн курнăçма, унăн шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшатпăр, кунта мĕн тума юранипе юраманнине ăнлантаратпăр. Усси пур: ют çĕршывсенчен килнĕскерсем хăйсене кунта лăпкă туяççĕ, тепĕр енчен, вĕсем те вырăнти халăха вĕчĕрхентерни туйăнмасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.