Чăваш Ен сывлăх сыхлав эффективлăхĕпе Раççейре – пиллĕкмĕш

1 Çĕртме, 2017

Сывлăх сыхлав тытăмĕн эффективлăхĕ енĕпе Чăваш Ен федерацин 85 субČекчĕ хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Çакăн çинчен ĕнер Питĕрти форумра «Сывлăх сыхлавĕн эффективлăхĕн виçĕ виçи» «çавра сĕтелте» пĕлтернĕ.

Мероприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эксперт пулса тухса калаçнă. Медицина обществисен пахалăх енĕпе ĕçлекен ассоциацийĕн правленийĕн председателĕ, Сывлăх сыхлавне йĕркелессин тата управленийĕн аслă шкулĕн ертÿçи Гузель Улумбекова палăртнă тăрăх, Раççей сывлăх сыхлавĕ умне лартнă тĕллев — 2025 çул тĕлне этем кун-çулĕн тăршшĕне 76 çула çитересси. Сывлăх сыхлавĕн виçĕ виçин — профилактикăн, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин, реабилитацин тата отрасле ертсе пырассин — çакна пăхăнмалла. Палăртнине пурнăçламашкăн медицина аталанăвĕн стратегийĕ çĕршывшăн тата «çул-йĕр» карттипе килĕшÿллĕн кашни регионшăн ĕçлемелле.

«Çавра сĕтеле» хутшăннисем Раççей сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн стратегийĕн 2025 çулчченхи тĕллевĕсене, халăха сывă пурнăç культурине хăнăхтарассипе, сывлăх сыхлавĕн управленийĕн эффективлăхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Маргарита ДАВЫДОВА, Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн врачĕ:

— 2025 çул тĕлне этем кун-çулĕн тăршшĕне 76 çула çитерме палăртни — чăннипех пархатарлă. Умри тĕллеве пурнăçламашкăн эпир те, васкавлă пулăшу станцийĕнче тăрăшакансем, тÿпе хыватпăр. Чирлĕ çын патне сиплевçĕсен бригади вăхăтра çитсе квалификациллĕ пулăшу пани чылай чухне унăн пурнăçне çăлса хăварма, çапла майпа ĕмĕрне тăсма май парать. Медицина пирĕн пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă, апла пулсан пациентсене пулăшмашкăн эпир яланах хатĕр. Пĕлĕве тĕрлĕ майпа ÿстеретпĕр: çĕршывра, ытти регионта ирттерекен курссенче пулатпăр, çĕнĕ технологисене хăнăхатпăр, конкурссене хутшăнса ĕçтешсен малта пыракан опычĕпе паллашатпăр. Чăваш Ен ку рейтингра малтисен йышĕнче пулни малашне тата ытларах тăрăшма хавхалантарать.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас