Чăваш Ен - сумлă ăмăртусем ирттерме, атлетсем çĕнтерме хатĕр

27 Çĕртме, 2015

Икĕ кун хĕрÿ ăмăрту пынă хыççăн иртнĕ вырсарникун çăмăл атлетика командисен VI Европа чемпионачĕ вĕçленчĕ. Раççей команди турнир историйĕнче тăваттăмĕш хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Пирĕн атлетсем 368,5 очко пухма пултарчĕç. Пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине Германипе Франци хăпарчĕç.

Канмалли кунсене "Олимпийский" стадионта ирттернĕ халăх ăна чылайлăха астуса юлĕ. Хĕвел çунтарнине пăхмасăр çамрăксем те, ваттисем те пухăнчĕç кунта. Теприсем вара çемйипех, ачи-пăчипех килчĕç. Раççей командине çеç мар, ыттисене те тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ ырă та тараватлă чăваш халăхĕ.

1. Раççей - 368,5 очко
2. Германи - 346,5
3. Франци - 319,5
4. Польша - 317
5. Аслă Британи - 291
6. Итали - 288
7. Украина - 281,5
8. Испани - 230,5
9. Беларуç - 217
10. Швеци - 187
11. Финлянди - 149,5
12. Норвеги - 121

Икĕ кунра 40 тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ. Вĕсенчен 10-шĕнче - ылтăн, 7-шĕнче - кĕмĕл тата 3 бронза медале тивĕçрĕç Раççей спортсменĕсем.

Очкосене епле шутланине те ăнлантарар: вуникĕ команда пулнăран çĕнтерÿçĕ çавăн чухлĕ очкона тивĕçет. Иккĕмĕш тухакан - 11, виççĕмĕш - 10... Çапла ăмăртура юлашки пулакана - 1 очко. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсене хушса чемпионата хутшăннă çĕршывсем хальхинче çапларах йĕркене вырнаçрĕç:

Кайри виçĕ çĕршыв çитес çул Суперлигăна хутшăнаймĕ. Вĕсен вырăнне кăçал чи пысăк лигăра палăрнă виçĕ команда тухĕ.

Медальсен шутне 100 метра чупакан хĕрарăмсем пуçларĕç. Аслă Британири Аша Филипа çитекен пулмарĕ. Елизавета Демирова /Савлинис/ вара Раççей командине 8 очко парнелерĕ. Арçынсенчен çак дистанцие чи хăвăрт парăнтараканĕ, паллах, Европăн темиçе хутчен чемпионĕ Кристоф Лемэтр /Франци/ пулчĕ. Александр Бреднев /Раççей/ чупса тухнă вăхăт - улттăмĕш кăтарту.

Хĕрарăмсем 800 метр чупнине те стадион пысăк шанăçпа сăнарĕ. Ара, Анастасия Быздырева дистанци тăршшĕпех пĕрремĕш пычĕ-çке. Вăл пирĕн командăна 12 очко парнелессе, ахăртнех, пурте шантăмăр. Анчах финиша тухма вăй-хăвачĕ çитеймерĕ курăнать - юлашки метрсенче ăна харăсах тăватă спортсмен хыçа хăварчĕ. Ренель Ламот /Франци/ пуринчен маттурри пулчĕ.

Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче Раççей командин пухмачне 12 очкопа чи малтанах Екатерина Конева пуянлатрĕ. Виççĕллĕ сиксе ăна çитекен - 14.98 метр - пулмарĕ.

Ун хыççăнах Мария Михайлюкпа /400 метр/ Елена Коробкина /3000 метр/ иккĕмĕш тата виççĕмĕш кăтартусемпе савăнтарчĕç. Хÿме урлă 400 метр чупса Денис Кудрявцев пĕрремĕш пулчĕ çеç мар, хăйĕн тата ăмăртăвăн рекордне те çĕнетрĕ - 48.66 çеккунт. Курма пухăннисене çĕнтерĕвĕн пылак тутипе 1500 метр чупса Валентин Смирнов та савăнтарчĕ.

Командăра Мускавпа Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен Анжелика Сидорова шăчăпа сикнине вара кашни кураканах сывламасăр тенĕ пек сăнарĕ. Çав вăхăтрах тăвăллăн алă çупса хавхалантарма та манмарĕ. Шел, 4.40, 4.50, 4.70 метр çÿллĕшне - пĕрремĕш, 4.60 метра иккĕмĕш хутĕнчен парăнтарнăскер 4.80 метра ăнăçлă илеймерĕ. 4.75 метра сикес темерĕ вăл. Германишĕн ăмăртакан Силке Шпигельбург вара шăпах çак çÿллĕшне парăнтарса пĕрремĕш пулса тăчĕ.

- Кун пек çÿллĕ сикменччĕ-ха эпĕ! Паян хамăн рекорда çĕнетме пултартăм. Куракансене хавхалантарнăшăн пысăк тав. 4.80 метр çÿллĕшне илейменни кăмăлсăрлантарать паллах. Ăнăçлă сиксе çитнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Çил вăйлă пулчĕ. Вăл ирттĕр тесе кĕтсе те пăхрăм - усси пулмарĕ. Анчах 4.70 метр сикни те лайăх. Ÿпкелеме сăлтав çук. 4.75 çÿллĕшне мĕншĕн сикмерĕм-и? Тепĕр çÿллĕшне илеетĕп пулĕ терĕм. Пушшех те виçĕ хутчен сикме юратчĕ. Малашнехи планпа килĕшÿллĕн, халĕ мана Парижри "Бриллиант лигăн" тапхăрĕсем кĕтеççĕ. Унтан - Раççей чемпионачĕ. Кăтартусем стартран старта ÿсни курăнать. Çавăнпах малашне 4.80 метр та - сахал, - терĕ Анжелика ăмăрту вĕçленсенех.

Çав кунах Александр Меньков - тăршшĕне, Даниил Цыплаков çÿллĕшне сиксе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.

Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕ хĕрарăмсемпе арçынсем эстафета /4х100/ чупнипе вĕçленчĕ. Мария Пантелеевăран, Ксения Рыжовăран, Елизавета Демировăран тата Екатерина Смирновăран Украина хĕрĕсем çеç правуртарах пулчĕç. Арçынсем вара /Дмитрий Лопин, Александр Бреднев, Денис Огарков тата Александр Ефимов/ çиччĕмĕш кăтартупа савăнтарчĕç.

Çапла ăмăртусен пĕрремĕш кунĕ /40-рен 21 дисциплина/ Раççей команди 186 очко пухнипе вĕçленчĕ. Çав вăхăтрах Германи - 181, Франци 175,5 очко пуçтарчĕ.

Иккĕмĕш кунхине те куракансен савăнмашкăн сăлтав пулчĕ. Пухмача 12 очкопа Сергей Шубенков /хÿме урлă 110 метра чупасси/, Мария Кучина /çÿллĕшне сикесси/, Дарья Клишина /тăршшĕне сикесси/, Анна Щагина /1500 метр чупасси/ тултарчĕç. Эстафетăра 400-шер метр чупнă Алена Мамина, Ксения Задорина, Ксения Рыжова тата Мария Михайлюк хăвăртлăхпа палăрчĕç. Чăрмавлă 3000 метра парăнтарса Николай Чавкин, виççĕлле сиксе Алексей Федоров, хÿме урлă 100 метра чупса Нина Морозова тата йĕтре тĕртсе Ирина Тарасова иккĕмĕшсем пулчĕç. Сăнă ывăтнă Валерий Иорданпа 200 метр чупнă Екатерина Смирнова командăна 10-шар очко парнелерĕç.

Ăмăртусем вĕçленсен спортсменсем, тренерсем, командăсем медальсен 70 комплектне пайларĕç. Тивĕçлĕ наградăсене чемпионсемпе призерсем çăмăл атлетикăн Европăри ассоциацийĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен, РФ спорт министрĕ Виталий Мутко тата ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев аллисенчен илчĕç.

Шупашкара вырсарникун вĕçсе килнĕ Виталий Леонтьевич çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕн ăмăртăвĕсем пуçланиччен Чăваш Енри спорт учрежденийĕсене çитсе килчĕ. Малтанах вăл физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Росинка" центра çул тытрĕ. Кунта РФ спорт министрĕ çĕршыв чемпионачĕ хыççăн кĕлеткисене çирĕплетекен Раççей пĕрлештернĕ командин çăмăл атлечĕсемпе тĕл пулчĕ.

Ун хыççăн Шупашкарта хăпартакан регионти велоспортăн - маунтинбайкăн центрне çитрĕ. Çавăн пекех нумаях пулмасть алăкĕсене яр уçнă "Шупашкар - Арена" пăр керменне кĕрсе тухрĕ. "Олимпийский" стадионăн çăмăл атлетикăпа тренировкăсем ирттермелли лапамĕнче те - чемпионата хатĕрленнĕ май ăна пĕтĕмпех тенĕ пек çĕнĕрен хăпартнă, - пулса курчĕ Виталий Мутко.

- Чăваш Ен паян пирĕншĕн - шанчăклă партнер. Физкультурăпа спорт аталанăвне республика ертÿлĕхĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Спорт резервне хатĕрлес, массăллă спорта аталантарас тĕллевпе утăм хыççăн утăм тăватпăр. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси те лайăх аталаннă. Хулара велосипедпа çÿреме ятарлă çулсем уйăрнине те асăрхарăм. Сывлăх кунĕсем, тĕрлĕ уяв сахал мар иртеççĕ. Хула айккинчи сывлăха çирĕплетмелли центра, наци командине курма та кăмăллă. Лайăх аталаннине кура малашне вăл Раççей шайĕнчине те куçма пултарĕ.

Чăваш Енре вăйлă аталаннă спорт енĕсем пур. Çавăнпах Çĕнĕ Шупашкарта хоккей спорт шкулне, çăмăл атлетикăн тăрăллă манежне, лаша спорчĕн тăрăллă манежне уçрăмăр. Халĕ маунтинбайк центрĕ хăпарать. Вăл ним мар нумай функциллĕ пулаять. Пăр керменĕ те Европа шайĕнче. Кунта халĕ эрешлесе ярăнассине, шорт-трека, хоккея аталантармалла. Эпир вара май пур таран ытларах ăмăрту йĕркелеме тăрăшăпăр. Тен, çитес çулах эрешлесе ярăнассипе Раççей Кубокне те ирттерĕпĕр. Паян Раççей команди çĕнтерсен вара, Шупашкарпа Чăваш Республикин хакĕ те пулмĕ, - курса çÿренĕ хыççăн пĕтĕмлетрĕ Виталий Мутко.

Спорт министрĕ шанни тÿрре тухрĕ темелле. Эпир, чăвашсем, сывă пурнăç йĕркишĕн "çуннине" çеç мар, хамăр хастаррине те, тараватлă та ырă иккенне те çирĕплетрĕмĕр. Çăмăл атлетсен Раççей команди вара çакна тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Мĕнпур халăхăн шанăçне тÿрре кăларчĕ.

"Олимпийский" стадиона РФ спорт министрĕ хăй çитни куракансене те хавхалантарчĕ. Хăпартланнăскерсем хăйсем çак чемпионата курма пултарнишĕн, ăмăртăва шăпах чăваш çĕрĕ çинче ирттернишĕн тав турĕç.

Чемпионат вĕçленнĕ хыççăн РФ спорт министрĕ Виталий Муткопа ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей командин спортсменĕсемпе курса калаçрĕç.

Виталий Леонтьевич чи малтанах республика ертÿлĕхне ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн тав турĕ.

- Куракансем хавхалантарни, вĕсенчен килекен ырă кăмăл-туйăм пирĕн спортсменсене пулăшрĕ. Раççейĕн спорт картти çинче çакăн пек пысăк шайри ăмăртусене чыслăн ирттерме пултаракан Шупашкар та пур. Кунта çынсем чунпа ĕçлеççĕ. Чи кирли - куракансем уçă кăмăллă пулни. Эсир Раççей Мускавпа тата Санкт-Петербургпа çеç мар вăйлине кăтартрăр, - палăртрĕ Виталий Леонтьевич.

Унăн сăмахĕсемпе Раççей çăмăл атлетика пĕрлештернĕ командин тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский те килĕшрĕ.

- Хатĕрленмелли условисем çав тери лайăх. Çĕнтерме çакă та пулăшрĕ, - терĕ вăл.

Раççейри Çăмăл атлетикăн федерацийĕн секретарĕ, командăсен Европа чемпионачĕн йĕркелÿ комитечĕн ĕç тăвакан директорĕ Михаил Бутов та кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ.

- Кашни ăмăрту иртмессерен темĕн туса çитермен пек туйăнать. Шупашкарти чемпионат - пачах урăхла. Хамăн пурнăçра пĕрремĕш хутчен кăмăллă эпĕ, - пытармарĕ вăл.

Михаил Васильевич та спортсменсене çĕнтерÿпе саламланă май эпир вĕсене хамăр пĕчĕк тăван çĕршывра яланах хапăлласа йышăннине, тренировкăсемпе ăмăртусем валли тивĕçлĕ условисем тума хатĕррине пĕлтерчĕ.

Шупашкарти çăмăл атлетика командисен Европа чемпионатĕнче Раççей команди пĕрремĕш вырăна тухнине тепĕр хутчен аса илтеретпĕр. Атлетсене малашне те ăнăçу сунатпăр!

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.