Чăваш Ен - спортпа туслисен регионĕ

10 Авăн, 2014

Республикăра сывлăха çирĕплетмелли майсем туса панă

Виталий МУТКО, РФ спорт министрĕ: "Юлашки çулсенче чăваш Енре спортпа физкультурăна аталантарас тĕллевпе пысăк ĕç сахал мар пурнăçланă. Пурлăхпа техника никĕсĕ вăйланнă, çынсене сывлăхне çирĕплетме майсем туса панă, спортпа туслисен йышĕ çултан çул нумайланать. Спорт резервĕ хатĕрлес тытăма çĕнетнĕ, спорт шкулĕсене çÿрекен ачасемпе çамрăксене ăсталăха туптамашкăн услови те çителĕклех. Çавăнпах пулĕ çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисенче чăваш спортсменĕсен йышĕ кашни çул ÿсет. Чи пĕлтерĕшли тата кирли - Чăваш Ен пысăк ăмăртусемпе спорт мероприятийĕсен центрĕ пулса тăни" /Мускав, 2014 çул. "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ/.

Çÿллĕшне сикес енĕпе тĕнчипе палăрнă спортсменка, 2012 çулта Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче çĕнтерсе Лондонри Олимп вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ Анна ЧИЧЕРОВА: "Чăваш Ене килсе курма яланах хавас. Кунта кашнине ăшшăн кĕтсе илеççĕ, çыннисем ырă кăмăллă та тарават. Паян та манăн чун çĕкленÿллĕ, çĕнĕ кермен те кăмăла çĕклет. Çамрăк спортсменсене кунта ăсталăха туптама çав тери лайăх. Эпир ача чухне çакнашкал кермен пирки ĕмĕтленнĕ кăна, тренировкăсене сивĕ путвалта ирттерни халĕ те асрах-ха" /Çĕнĕ Шупашкар, 2014 çулхи кăрлач уйăхĕ, ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура/.

Физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен федераци агентствин ертÿçи Вячеслав ФЕТИСОВ: "Чăваш Республикинче массăллă спорта аталантарас, вĕренекенсене физкультурăпа туслаштарас тата пултаруллă спортсменсем çитĕнтерес енĕпе пысăк опыт пухнă. Физкультурăпа спорт керменĕсем çĕклес, пурлăхпа техника базине лайăхлатас тĕлĕшпе те тĕслĕхлĕ регион шутланать" /РФ Спорт министерствин коллегийĕнче, 2007 çул/.

РФ Пенсионерĕсен союзĕн Брянскри уйрăмĕн ертÿçи Анатолий ВАРСЕЕВ: "Кăçалхи пуш уйăхĕнче РФ Президенчĕ В.Путин ГТО нормативĕсене чĕртсе тăратас енĕпе ятарлă указ çирĕплетрĕ. Комплекса 70 çула çитмен ветерансене кĕртни пире савăнтарчĕ. Брянск облаçĕнче спортпа туслă пенсионер сахал мар, анчах пирĕн тăрăхри влаç ватăсен канăвĕ çинчен шухăшласах каймасть. Аслă ăру çыннисем хăйсем тĕллĕн, кам та пулин пулăшасса кĕтмесĕр тăрăшаççĕ, тÿлевлĕ стадионсене каймасăрах ăмăртусене хатĕрленеççĕ. Чăваш Енре вара лару-тăру пачах та урăхла, сирĕн республикăра ветерансен спортне аталантарас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланать, çавăнпах Пенсионерсен пĕрремĕш спартакиадине Шупашкарта ирттерме йышăннă" /Шупашкар, 2014 çулхи çĕртме уйăхĕ/.

Çăмăл атлетика федерацийĕсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ, Олимп чемпионĕ Сергей БУБКА: "Республикăра сумлă çĕнтерÿсемпе палăрнă атлет сахал мар, спорт мелĕпе утас енĕпе çитĕнÿсем тунă спортсменсен йышĕ те пысăк. 2003 çулта Шупашкарта иртнĕ Европа кубокĕ халĕ те асрах. Акă тата тĕнче кубокĕ çывхарать, ку ăмăртăва та çÿллĕ шайра йĕркелессе шанатăп. Кунта пултаруллă та тăрăшуллă çынсем вăй хураççĕ, вĕсем кашни ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçлаççĕ /Шупашкар, 2008 çул/.

Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен командин тĕп тренерĕ Юрий ШАХМУРАДОВ: "Чăваш Енре тĕрлĕ шайри турнир ирттермешкĕн майсем пуррине пĕрре килсе курсах ĕнентĕм: хальхи йышши çĕнĕ керменсемпе паллашнипех кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ, ăмăртусене хатĕрленмешкĕн услови те çителĕклĕ кунта. Сирĕн республика сумлă чылай спортсмена çитĕнтернĕ: пĕр тăван Смирновсем, Екатерина Краснова, Наталья Гольц, Надежда Федорова... Вĕсен йышĕ малашне татах ÿсĕ. Çавăнпа Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсене хатĕрлекен спорт центрĕ уçма палăртатпăр /Çĕнĕ Шупашкар, 2013 çул, çĕр-шыв кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура/.

Олимп чемпионĕ Маурицио ДАМИЛАНО: "Чăваш Республикинче спорта аталантарас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. Çавăнпа Шупашкара кашнинче килмессерен хама килти пекех туятăп. Сирĕн республикăра пĕрремĕш хут 2003 çулта пулса куртăм, çавăн чухнех килĕшрĕ кунта мана. Хăвăрт утакансен спорчĕн ят-сумне çÿлерех çĕклес енĕпе те вăй хураççĕ. Хулара тĕрлĕ ăмăрту ирттерни те çынсен пурнăçне спортпа çыхăнтарма май парать" /Шупашкар, 2013 çул/.

Андрей МИХАЙЛОВ

хатĕрленĕ

Рубрика: