Чăваш Ен - малтисен шутĕнче

23 Юпа, 2015

Октябрĕн 21-мĕшĕнче интернет-технологисен регион общество центрĕ август-сентябрь уйăхĕсенче Russian Internet Week-2015 форум анлăшĕнче Раççейре ирттернĕ "Цифра технологийĕсен пĕлÿлĕхĕн индексĕ” тĕпчев кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Федерацин Атăлçи округĕнче Киров облаçĕпе Чăваш Республики малтисен шутне кĕнĕ. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - Атăлçи округĕнче цифра пулăшăвĕпе 15 млн çын усă курать. Çак йышăн 22 проценчĕ Интернет урлă пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕç-хĕлĕшĕн тÿлет, вуннăмĕш пайĕ киле тухтăр чĕнет тата медицина ĕçченĕсем патне черете çырăнать.

Чăваш Республикинче патшалăхăн тата муниципалитетăн пулăшу ĕçĕсене влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, организацисемпе халăх патне электрон мелĕпе çитерессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе палăртнă тăрăх патшалăхăн тата муниципалитетăн пулăшăвне электрон мелпе илмелли механизмпа усă куракансен йышĕ 2018 çул тĕлне 70 процентран кая мар пулмалла. Раççей Федерацийĕн "Информаци пĕрлĕхĕ /2011-2020 çулсем/" тата Чăваш Республикин "Чăваш Енĕн информаци обществи /2014-2020 çулсем/ программăсемпе çак кăтарту патне çитмелли вăхăта та палăртнă: 2014 çулта - 35 процент, 2015 çулта - 40 процент.Малалла вулас... И.СЕРГЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.