Чăваш Ен командин - кĕмĕл медаль
21 Feb, 2016 | Cпорт

Сыктывкарта 15-16 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен хушшинче йĕлтĕрпе чупас енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртет. Тупăшусен тăваттăмĕш кунĕ Чăваш Ен пикисемшĕн ăнăçлă пулнă - Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Кристина Кусковăпа Екатерина Григорьева, Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 1-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен аппăшĕпе йăмăкĕ - Зойăпа Елена Зайцевăсем - эстафетăра ăмăртса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин чысне хÿтĕлекен спортсменкăсем Мускав хĕрĕсене 4 çеккунт кăна выляса янă. Виççĕмĕш вырăнта - Томск облаçĕн пикисем.

Палăртмалла: юлашки çирĕм çулта пирĕн хĕрсем кун йышши ăмăртура пьедестал çине хăпарса курман. 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Николаев чиперккесен çак çĕнтерĕвĕ Чăваш Ен çыннисемшĕн, спортăн хĕллехи тĕсĕсене кăмăллакансемшĕн чăн-чăн парне пулнине палăртнă.