Чăваш Ен хăватне тĕреклетекенсене Михаил Игнатьев чысланă

Чăваш Ен хăватне тĕреклетмешкĕн сумлă тÿпе хывнă ентешĕмĕрсене Республика кунĕ умĕн чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе сумларĕ.

«Сирĕн ăнтăлăвăр — çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Тăван республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстермешкĕн, строительствăна, промышленноçа, сывлăх сыхлавне, социаллă хÿтлĕхе тата ытти тытăма пĕрлехи вăйпа аталантарса пыма пултарнăшăн çак зала пухăннисене чĕререн тав тăватăп, — терĕ вăл. - Электротехника кластерĕ пахалăхлă таварпа тĕнче шайне тухма пултарчĕ.

Çĕршывра паян политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă. Раççей хăватне çĕклемешкĕн пирĕн предприятисем те — В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ, «Экра» НПП» ООО, Çĕмĕрлери автофургон комбиначĕ тата ыттисем — тÿрремĕнех хутшăнаççĕ. Пултаруллă хастарсен çитĕнĕвĕсене палăртмашкăн паян уйрăмах кăмăллă».

Республика Пуçлăхĕ производствăра малта пыракансен пысăк ушкăнне «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа тата медалĕпе, Раççей Президенчĕн, Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе тата Тавĕпе, Раççей тата Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсемпе чысларĕ.

Палăртма кăмăллă, наградăна тивĕçнисен йышĕнче пирĕн ĕçтеш, «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ пур: Николай Коновалов «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ.

Валентина СМИРНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас