Чӑваш Ен акцие хутшӑнчĕ

22 Çĕртме, 2019

Паян, июнĕн 22-мĕшĕнче, Чӑваш Ен Пĕтĕм Раҫҫейри "Астӑвӑм тӑпри" ҫарпа патриот акцине хутшӑнчĕ. Ҫавна май Шупашкарти Б. Хмельницкий урамĕнчи тӑванла масара ентешсем чылайӑн пуҫтарӑнчĕҫ.

Сумлӑ мероприятие ЧР Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев, ЧР ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин, Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранĕ Юрий Петров, Шупашкар епархийĕн викарийĕ, Сĕнтĕрвӑрри епископĕ Игнатий хутшӑнчĕç.

Михаил Васильевич "Астӑвӑм тӑпри" акци пирки каласа кӑтартрĕ. Унта хутшӑнакансене тав турĕ, пурне те ҫирĕп сывлӑх, телей сунчĕ.

Ҫар ҫыннисен тӑванла вил тӑпри ҫинчен илнĕ ывӑҫ тӑпрана илсе ятарлӑ контейнера ("салтак енчĕкне") хучĕҫ. Кайран ӑна артиллери снарячĕн гильзине хурса РФ Хĕҫ-пӑшаллӑ вӑйсен Тĕп храмĕн историпе мемориал комплексне вырнаҫтараҫҫĕ. Ӑна Аслӑ Ҫĕнтерӳ 75 ҫул ҫитнĕ тĕле 2020 ҫулта Мускав ҫывӑхĕнче уҫаҫҫĕ. Астӑвӑм тӑприне илнĕ хыҫҫӑн ентешсем тӑванла вил тӑпри ҫине чĕрĕ чечексем хучĕҫ.

Петр Дергунов, Шупашкарта пурӑнакан:
- Эпĕ Тутарстанра ҫуралса ӳснĕ, чылай ҫул Шупашкарта пурӑнатӑп. Ҫар авиацинче хĕсметре пулнӑ, ун хыҫҫӑн Шупашкарти аэропортра ĕҫлеме тытӑннӑ.
Ҫакнашкал мероприятисем питĕ кирлĕ. Ҫамрӑк ӑрӑва ҫарпа патриот воспитанийĕ парас ĕҫре  пулӑшаҫҫĕ вĕсем. Ачасемпе ĕҫлемелле. Эпĕ хам вĕсемпе питĕ туслӑ.
Кун пек мероприятире кӑмӑл ҫĕкленет, хамӑр вӑйлине, туслӑ пулнине чунпа туйса илетпĕр.

Сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.  Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас