Чăваш Ен - 20-мĕш вырăнта

14 Çу, 2014

Раççей Правительстви тунти кун виçĕ çуллăх тапхăрти кăтартусене тĕпе хурса федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне пĕтĕмлетекен рейтингăн малтанхи кăтартăвĕсене палăртнă. Кăмăллă хыпар: Чăваш Ен 2013 çул кăтартăвĕсемпе рейтингра темиçе карт çÿлелле çĕкленнĕ.

Пĕтĕмлетÿ никĕсĕнчи кăтартусем чăннипех анлă: инвестицисен, бюджета хывакан налуксен калăпăшĕ, продукци çаврăнăшĕ... Çавăн пекех çынсен тупăшĕн виçине, ĕçсĕрлĕх шайне, пурнăç тăршшĕне тата ыттине те шута илнĕ - ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен шучĕ таранах. Çак кăтартусемсĕр пуçне халăх хушшинче ирттернĕ ыйтăмсен пĕтĕмлетĕвĕсене те тĕпе хунă.

2013 çулхи ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвĕсемпе Тутар Республики малти вырăна упраса хăварнă кăна мар, ытти регионтан тата та маларах кайнă. Ун хыççăн - Тюмень облаçĕ, Ханты-Манси автономи округĕ, Воронеж облаçĕ, Чечен Республики, Ямал-Ненец автономи округĕ, Мускав, Белгород, Курск облаçĕсем... Палăртма кăмăллă: Чăваш Ен те вĕсен хыççăнах талпăнать - 20-мĕш вырăнта. Çапла вара пирĕн республика 2013 çулта хăйĕн рейтингри вырăнне /маларах 24-мĕш йĕркене йышăннă/ самай лайăхлатнă - лидер шутланакан регионсен малти икĕ теçеткине кĕнĕ.

Иртнĕ çулхи кăтартусемпе çак шутран Хакаси, Краснодар тата Ставрополь крайĕсем, Брянск, Рязань, Калуга, Ленинград, Магадан облаçĕсем, Ненец автономи округĕ тухса ÿкнĕ.

Рейтингра чи кайра Кабарда-Балкар, Карел республикисем, Еврей автономи округĕ тата Курган облаçĕ - 80-83-мĕш вырăнсенче.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.