Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш класлă вĕренÿ учрежденийĕсем ĕçлеççĕ

27 Çурла, 2016

Çак эрнере Чăваш Енре РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов пулчĕ. Сумлă хăна республикăра вĕренÿ тытăмĕ еплерех аталаннипе паллашрĕ. Çавна май тĕрлĕ учреждение çитсе курчĕ, республикăри педагогсен çурла уйăхĕнче çулсерен иртекен пысăк конференцине хутшăнчĕ.

Ытларикун вăл хăйĕн заместителĕпе Алена Аршиновăпа пĕрле И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра паянхи педагогика вĕренĕвĕ тавра пуçарнă çавра сĕтеле хутшăннă. Мероприятие çавăн пекех ЧР вĕренÿ министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов, ЧППУ ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов тата аслă шкулăн преподавателĕсен йышĕ хутшăннă.

— Пĕр вăхăт каялла «Раççее аслă пĕлÿллĕ çынсем кирлĕ мар» текен ăнлав сарăлнăччĕ. Эпĕ çапла калатăп: тен, кама та пулин кирлĕ те мар-тăр, Раççей Федерацине — кирлĕ. Паянхи общество — пĕлÿ обществи, пĕлÿ экономики. Халăх мĕн чухлĕ ытларах пĕлет — çитĕнÿ çавăн чухлĕ нумайрах, — палăртнă Вячеслав Алексеевич.

Алена Аршинова вĕренÿ пирĕн пурнăçăн пĕр тĕллевĕ пирки сăмах пуçарнă. Юлашки çулсенчи лару-тăрăва хакланă: Чăваш Енре ача сачĕсен тĕлĕшпе ыйтăва татнă, çав вăхăтрах вĕ­рентÿ пахалăхĕпе специалистсем çителĕксĕрри пысăк чăрмав кăларса тăратаççĕ.

Парламентари педагогика аслă шкулĕсем валли грантсем çитменнине, Чăваш Ен аслă шкулсене пĕрлештерме килĕшмен темиçе регион хушшинче юлнине каланă.

— Пирĕн ачасем лайăх инфратытăмра аталанччăр тесе тăрăшатпăр эпир, — тенĕ Алена Игоревна.

Педагогика университечĕн ĕçченĕсемпе курнăçнă хыççăн Вячеслав Никонов Шупашкарти Ача аталанăвĕн центрĕн—8-мĕш ача сачĕн пурнăçĕпе паллашма, Гладков урамĕнчи шкул строительстви еплерех пынине вырăна çитсе хаклама кăмăл тунă. Унпа пĕрлех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн патшалăх политикин департаменчĕн директорĕн заместителĕ Ирина Петрунина, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

Ача сачĕн заведующийĕ Елена Яндимиркина каласа кăтартă тăрăх, кунта шăпăрлансене 15 ушкăна пуçтарнă. Вĕсене 432 ача çÿрет. Сывлăха çирĕплетмелли комплекс та ĕçлет: унта бассейн, фитобар, мунча, тренажерпа спорт залĕ, тăварлă тата гидромассаж пÿлĕмĕсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех тăмран ăсталас тата столяр мастерскойĕсем пур.

Гладков урамĕнче 1100 вырăнлă шкул хăпартас ĕç еплерех пынине курнă хыççăн Владислав Никонов унăн уникаллăхне палăртнă. Асăннă об˜ектăн проекчĕпе ытти регионсем те хаваспах паллашма кăмăл тăвасси иккĕлентерменнине çирĕплетнĕ. Леонид Черкесов шкул çĕнĕ 2017 вĕренÿ çулĕнче хута каймаллине, хальлĕхе унта ĕçлеме педагогсем шыранине пĕлтернĕ.

Ытларикунах Вячеслав Никонов ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва Ирина Петрунинăпа Алена Аршинова, ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина хутшăннă. Михаил Васильевич республикăри вĕренÿ тытăмĕн аталанăвне, шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнине республика ертÿлĕхĕ куçран вĕçертменнине каланă. Тĕлпулура республикăра çĕнĕ шкулсем тăвас ыйтăва пăхса тухнă.

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăри вĕрентекенсем хăнăхнă йăлапа конференцие пухăннă. Унта Михаил Игнатьевпа Вячеслав Никонов та хутшăннă.

ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Енре вĕренÿ тытăмне çĕнетсе аталантарма пысăк тимлĕх уйăрнине, çавна май çирĕплетнĕ бюджетăн виççĕмĕш пайĕ шăпах çак отрасле кайнине каланă. Кăçал çак тытăмри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама 14 млрд 758 млн тенкĕ уйăрнă, çакă пĕлтĕрхинчен 3 процент нумайрах. Михаил Васильевич «Пĕрле пурăнмалла — пĕрле хăпартмалла!» халăх программипе 2025 çулччен республикăра 32 шкул тумаллине, реконсрукцилемеллине пĕлтернĕ. Çывăх вăхăтра «Волжский-3» микрорайонта çĕнĕ пĕлÿ çурчĕн никĕсне ямаллине, республика пĕлтерĕшлĕ кадет шкулне çĕклемеллине аса илтернĕ.

ЧР Вĕренÿ министрĕн ти­вĕçĕсене вăхăтлăх пур­нăçлакан Светлана Петрова иртнĕ çулăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вĕренĕвĕн инфратытăмне курăмлă пулăшу кÿнĕренех республикăри чылай шкул Раççейĕпе лайăххисен йышне кĕме пултарнине, шкул çулĕчченхи тата шкулти вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе усă курнине, Чăваш Енре пултаруллă педагогсене хавхалантармалли мерăсем йышăннине пĕлтернĕ май вăл йывăрлăхсене те асăннă. Кунта — ачасен пĕлĕвне çĕнĕлле хакламалли те, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа килти ĕçпе тултарни те, вĕрентекенсем хут айне пулни те, физикăпа математика пĕлĕвĕн шайне ÿстермелли те...

Республикăна икĕ кунлăх килнĕ хăна — РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ, М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн патшалăх управленийĕн факультечĕн деканĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Вячеслав Никонов юнкун И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çитсе килнĕ.

Малтанах вăл ЧПУ ректорĕпе Андрей Александровпа курса калаçнă. Вĕренĕвĕн малашнехи çĕнелеслĕхне, аслă шкулăн аталанăвне сÿтсе явнă. Кун хыççăн Вячеслав Алексеевич университетăн культура керменĕнче преподавательсемпе руспубликăри педагогсен умĕнче «Раççей: чĕнÿ тата майсем» темăпа лекци вуланă. Патшалăх историне аса илнĕ май вăл тĕнчери паянхи лару-тăру малашне аталанма майсем те туса панине çирĕплетнĕ.

Вячеслав Никонов çавăн пекех университетăн хĕвел энергетикин лабораторийĕпе, археологипе этнографи музейĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕн музейĕпе, китай культура центрĕпе паллашнă. Сумлă хăна тĕлпулупа та, Чăваш Енпе те кăмăллă юлнине пĕлтернĕ.

Татьяна НАУМОВА.

 

Вячеслав НИКОНОВ, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ:

«Вĕренÿре, ытти тытăмпа танлаштарсан, юлашки çулсенче чылай улшăну пулса иртрĕ. 15 çул каялла çеç-ха профессирен каятчĕç, мĕншĕн тесен вăл пурăнма май памастчĕ. Пирĕн вĕренÿ тытăмĕ пĕтнĕнех туйăнатчĕ. Анчах эпир паян çакă апла маррине куратпăр. Вĕренÿ чи малтанах пысăк ĕçри юлташсене пула сыхланса юлчĕ.

Паян Раççейре вĕренÿ тăкакĕсем ÿссех пыраççĕ. Çĕршывăн çирĕплетнĕ бюджечĕн тăваттăмĕш пайне, Чăваш Енре — виççĕмĕшне, йышăнаççĕ. Юлашки виçĕ çулта ача сачĕсе нче 1,5 миллион вырăн тума май килчĕ. Черетре — шкулсем. Çитес 10 çулта 6,5 миллион çĕнĕ вырăн уçăласса шанатпăр. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хăйсен алăкне 92 çĕнĕ шкул уçĕ. Кун пекки темиçе çул та пулманччĕ. Чăваш Енре эпĕ çÿллĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсем куртăм. Вĕсенче пысăк проектсем, калăпăр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн инжиниринг центрĕ, регионсен хушшинчи компетенци центрĕ, пурнăçланаççĕ. Çакă кунта мăнаçлă ăс-хакăл пуласлăхĕ пуррине çирĕплетет».

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.