«Чăваш бройлерĕ»: морга е реанимацие?
Шел те, Чăваш Енри АПКшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти тĕлĕшпе çак ыйту хуравĕ хальлĕхе уçăмсăр
Паллах, республика влаçĕсем — реанимацишĕн. «Аш-какай туса илесси, çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ, хыснана кĕрекен налуксем — çакă пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа предприятие упраса хăварас, аталантарас тĕллевпе пĕтĕмпех тумалла», — тет вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Анчах тепĕр акционер хăтланăвĕсем чăх-чĕп фабрикин пуласлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратаççĕ. Предприятие ятарласа панкрута кăларас çул çине тăнипе çыхăннă тĕшмĕртÿ сăлтавсăр мар.
Парăмсен тыткăнĕ
«Чăваш бройлерĕ» АУО акцийĕсен 49% — Чăваш Енĕн патшалăх харпăрлăхĕнче. Ытти — Курск предпринимателĕпе Четвериковпа çыхăннă «Альба+», «Агропромстрой+» ПСК» тата «Капитал» ОООсен, Курск облаçĕнче регистрациленнĕскерсен. Шăпах вĕсен айăпĕпе, Правительство çуртĕнче кун пирки иккĕленмеççĕ, фабрика йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Директорсем вĕçĕмсĕр улшăнаççĕ. Предприятие 16 çул ертсе пынă Вадим Николаев кайнă хыççăн — виççĕмĕш директор. Пĕри 9 уйăх çурă ĕçленĕ, тепри — 4 уйăх. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчен пуçласа тилхепене Игорь Мяснянкин тытнă. Вăл — Курскран килнĕскер.
Фабрикăри ĕç-пуç йывăрри паян никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Пĕр вăхăт пачах ĕçлеме пăрахнăскер иртнĕ çул вĕçĕнче çăмартан пĕрремĕш партине инкубацие хунă — 260 пин ытла. Нарăс вĕçĕнче чăхсен пĕрремĕш партине пуснă. Кăçал 7 пин тонна чăх ашĕ туса илме палăртаççĕ. Производство хăвачĕ вара — 12 пин тоннăлăх. Пĕлтĕр фабрика 23 миллиона яхăн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Кăçал, çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, фабрикăра чĕрĕ виçепе 1,75 пин тонна аш-какай туса илнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртин 52% чухлĕ кăна. Халăха та иртнĕ çулхинчен чылай сахалрах чĕп сутнă.
Шел, предприяти ĕçĕ пăтăрмахлă тĕслĕхсемпе те палăрма ĕлкĕрчĕ. 2015 çулта тĕш тырăшăн укçа тÿлесе тырă илейменниех мĕне тăрать! Ун чухне Алексей Подорванов директор республика тулашĕнчи пĕр ОООпа 14 миллион ытла тенкĕлĕх 1,6 пин тонна тулă туянма килĕшÿ тунă. Укçа куçарнă, тырă çук. Лару-тăрăва йĕркелемешкĕн фабрика ертÿçисем нимĕн те туман. Малалла вулас...
Комментари хушас