Чăваш атлечĕсем Раççей Кубокĕнче ăмăртаççĕ

30 Кăрлач, 2020

Нарăс уйăхĕн 4-9-мĕшĕсенче Санкт—Петербург хулинче Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн йывăр атлетика енĕпе ăмăрту иртет.

ЦСКА «Инженерная» спорт комплексне Раççейри 50 ытла регионтан 300 ытла спортсмен пырса çитмелле.

Кубока çĕнсе илессишĕн Чăваш Ен пĕрлешÿллĕ командинче тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Александра Козлова (64 килограмлă виçе категорийĕнче), Раççей спорт мастерĕсем Анастасия Безлюдная (81 килограмлă виçе категорийĕнче), Наталия Шайманова (64 килограмлă виçе категорийĕнче) тата Александр Мышов (67 килограмлă виçе категорийĕнче) тупăшĕç.

Чăваш Ен спортсменĕсене пысăк кăтартусем тума, каялла «ылтăнпа» таврăнма ăнăçу сунатпăр!

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас