Чăваш ачисем Санкт-Петербургри конкурса хутшăнĕç

Чăваш Республикинчи шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен «Эпĕ Президент пулас тăк» конкурсăн тапхăрне хутшăнĕç.

Çак конкурса Раççейри 85 регионтан 30 пин ытла ĕç тăратнă. Вăл икĕ тапхăрта тăватă номинаципе иртет: эссе, ÿкерчĕк, видеоролик тата проект. Конкурса хутшăнма шкул ачисене, студентсене, çар тата саккунлăха сыхлакан органсен аслă шкулсен курсанчĕсене йыхравланă.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче конкурсăн куçăн мар тапхăрĕ вĕçленнĕ. Экспертсен комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти гимназире вĕренекенсен ушкăнĕнчи Лилия Вахатовăн, Арина Мясоедовăн, Анастасия Петровăн /видеоролик номинацире/ ĕçĕсем чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Хĕр ачасем Санкт-Петербургра пушăн 23-26-мĕшĕсенче иртекен тапхăра хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсем пултарулăхпа, вĕренÿре палăрнипе ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ.

Конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлĕç, шухăшĕсене палăртĕç.

Елена ЛУКИНА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас