Чашлама чĕнет хăнана...

Чашлама ялĕ авалхи ял, Куславкка районне кĕрет, чукун çул çинче вырнаçнă, Хусана каякан шоссе те инçе мар. Чашлама ял тăрăхĕ питĕ иленкĕллĕ. Унта питĕ вăйлă çăлкуç пур.

Темшĕн-çке Н.И.Муратовăн «Объекты культурного наследия Чувашской Республики» каталогĕнче, иккĕмĕш кĕнекере, Куславкка районне кĕрекен Чашлама ялне пачах аса илмен. Кунти купсасем пĕр ĕмĕр каяллах кирпĕчрен туса лартнă капăр çуртсене каталога мĕншĕн кĕртмен? XIX ĕмĕр вĕçĕнче çав ялти чул-кирпĕчрен ăсталанă икĕ хутлă хÿхĕм кермен пек çуртсем Селиванов купсасен тăваттă пулнă. Вĕсем халĕ те Чашлама ялне илем кÿрсе лараççĕ. Хамăр республикăри чăваш ялĕсенче эпĕ çакăн пек капăр çуртсем урăх курман.

Чăваш Республикинчи туризма аталантарассине малашне чăваш купсисемпе çыхăнтармалла пулĕ. Чашлама ялĕнче çĕр çул каяллах эрешлĕ, мăкăртса ÿкернĕ çуртсен хÿмисем, хÿхĕм хуралтăсем пулни ку ялта ырми-канми ĕçченсем, ырлăх-пурлăха ÿстерсе пынă çынсем пурăннине пĕлтерет. Селивановсем пĕрремĕш е иккĕмĕш гильди шучĕпе суту-илÿ тунă. Петр Дормидонтович Селиванов ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче усламлă суту-илÿ туса чăваш купсисенчен пĕрремĕш çын ют патшалăхра - Лондонра, Парижра, Гамбургра - кантурсем /офиссем/ тытса тăнă. Халĕ те Петр Дормидонтовичăн çурчĕ яла илем кÿрсе ларать. Чи тĕлĕнмелли - çак çурт умне урам енчен хушма пÿлĕм купаласа алтарь тунă та сăвапласа чиркÿ уçнă.

Шкул ачисем валли Чашлама ялĕнче тĕрлĕ экскурси ирттерме пулать. Кунта халĕ те чул çуртсем лартаççĕ. Тен, Чашламасем хăйсен çурчĕсене хăнасене тара парса услам тума пултарĕç, авалхи пек лавккасем туристсене илĕртме пуçлĕç, халăхшăн ырлăхлă-сывлăхлă вăхăт килĕ. Хальхи саманара Чашламара туризма аталантарма пулать пек. Мĕн шухăшлаççĕ-ши ун пирки Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ?

Виктор ЧЕРНОВ.

Виктор ЧЕРНОВ