- Чăвашла верси
- Русская версия
ЧĂРĂШ ТĂРРИ - ПĔВЕР, ЧАГА - ПӲРЕ ВАЛЛИ
Сиплĕ ӳсен-тăран витĕмĕпе тĕрлĕ чире çăмăллатма пулать. Хăвăра кирлĕ рецептсене суйласа илме пултаратăр.
Пӳре ансан
Чага кăмпан 1 чей кашăкĕ порошокне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе пĕр талăк лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, çур чей кашăкĕ сахăр хушмалла. Пӳре тĕлĕнче туртса ыратсан кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланичченех.
Асăрханăр! Ача кĕтекен хĕрарăмсене юрамасть.
1 чей кашăкĕ чăрăш тăррине /хвощ полевой/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе пĕр талăк лартмалла, сăрăхтармалла. Пĕвер шыçсан кунне 3 хут çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле. Сиплев курсĕ - виçĕ эрне ытла.
Асăрханăр! Ача кĕтекен хĕрарăмсене, нефритпа, нефрозпа чирлисене юрамасть.
2 апат кашăкĕ хурăн папкине çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта пĕр уйăх лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланичченех.
Хурăн папки çуркунне пуçламăшĕнче пухса тĕттĕм вырăнта типĕтни кирлĕ.
Асăрханăр! Ача кĕтекен хĕрарăмсене, пӳре çитменлĕхĕ, пиелонефрит аптратсан юрамасть.
Тăхăр çулхи юманăн хуппине типĕтмелле, вĕтетмелле. 1 чей кашăкĕ хуппа тин вĕренĕ 1,5 литр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе пĕр талăк лартмалла, сăрăхтармалла. Пĕр кунра пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçсе ямалла. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланичченех.
Асăрханăр! Ача кĕтекен хĕрарăмсене, аллерги, геморрой аптратсан юрамасть.
1 чей кашăкĕ сар çип утине /зверобой/ 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, илсен 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланичченех.
Асăрханăр! Ача кĕтекен хĕрарăмсене, гипертонипе аптракансене юрамасть.
Ӳслĕк тапăнсан
1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чапăр курăкне /чабрец/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сываличченех.
Асăрханăр! Кардиосклероз, мĕлтлетекен аритми, пуç мимин юн тымарĕсен атеросклерозĕ, пӳре, пĕвер, вар-хырăм чирĕсем аптратсан, щит евĕрлĕ пар ĕçĕ вăйсăрлансан юрамасть.
Çерçи хура тулĕн /вереск/ типĕ икĕ туратне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, сивĕниччен лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сываличченех.
Асăрханăр! Вар-хырăм чирĕсем аптратсан юрамасть.
Алоэн виçĕ çулçин хуппине сӳмелле, ăшне вĕтетмелле те 1 стакан шурă эрехе ямалла, пĕр талăкран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланичченех.
Асăрханăр! Ача кĕтекен хĕрарăмсене, миома, фиброма, пĕвер чирĕсем, шăк хăмпи шыçни аптратсан юрамасть.
Комментари хушас