Чăнлăха пытарма юрамасть

Уявра ĕçтешсемпе пĕрле савăнни асра юлать. Кăçал та Раççей тата Чăваш Пичечĕн кунĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрне пуçтарăнтăмăр. Юлташсемпе тĕл пулса калаçниех кăмăла çĕклет. Çакăнти куравра массăллă информаци хатĕрĕсенче, издательствăсемпе телекоммуникаци предприятийĕсенче вăй хуракансем хăйсен ĕçне туллин кăтартасси йăлана кĕчĕ. Чăнах, мăнаçланмалли пур пирĕн! Экспозицисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырларĕ. Чăваш наци телекуравĕн стенчĕ патĕнче Михаил Васильевич калем ăстисене уяв ячĕпе тÿрĕ эфирта саламларĕ. Çакăнтах хаçатсен çĕнĕ номерĕсене валеçрĕç, кĕнекесемпе паллаштарчĕç, цифра телекуравĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Икĕ сехет хушшинче Олимп çулăмĕпе 150 çын сăн ÿкерĕнме ĕлкĕрни те - хăйне евĕрлĕ пулăм.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пичет тытăмĕнче тăрăшакансене ĕçе, тăван тăрăха чунран юратнăшăн, сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшнăшăн тав турĕ. Пĕлтĕр Чăваш Республики спорт регионĕ ята тивĕçнине, çакăншăн наци премине илнине тата Шупашкар Раççейри хăтлă хуласен йышне кĕнине палăртрĕ ертÿçĕ. «Çакăнта сирĕн тÿпе те пур. Эсир лару-тăрăва тĕрĕс тата витĕмлĕ çутатнă», - терĕ Михаил Васильевич. Журналистсене малашне те таса чунпа ĕçлеме сунчĕ вăл.

ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева 2013 çулхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕрхи çул МИХ ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулнине çирĕплетрĕ вăл. Социаллă 41 проект пурнăçа кĕнĕ. Чăваш Енри республика, район, хула 10 хаçачĕ «Прессăн ылтăн фончĕ» палла тивĕçнĕ. Валентина Владимировна çавнашкалах раштавра «Тăван радио» эфира тухни, «Хыпар» Издательство çурчĕн никĕсĕ çинче медиахолдинг йĕркелени тавра калаçрĕ. «Эсир пурте вулакансен, куракансен, итлекенсен шухăшлавне витĕм кÿме пултаратăр. Кулленхи пурнăçăн тÿнтер енне кăтартма хăрамастăр. Çав вăхăтрах хăвăр шухăша палăртса çынсене тĕрĕс çул суйлама пулăшатăр», - сăмаха тăсрĕ министр. Журналистсене ĕçе парăннăшăн тав тунă май телей, çирĕп сывлăх, çитĕнÿ сунчĕ вăл.

Уява пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков тата ыттисем саламларĕç. Артистсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Чи пултаруллисем патшалăх наградисене, Хисеп хучĕсене, дипломсене тивĕçрĕç. Вĕсен хушшинче ĕçтешĕмĕрсем те пур. Лидия Шумова калăплавçа тата Альбина Волкова оператора РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç. «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Юрий Михайлов Леонид Ильин ячĕллĕ премие çĕнсе илчĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» редакторне Дмитрий Моисеева ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç. Чун-чĕререн саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Мария РОМАНСКАЯ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.